Николай Васильевич Краснов районти Кĕçĕн Каçал ялĕнче кун çути курнă. Пĕрремĕш хут парта хушшине вăл Кĕçĕн Каçал шкулĕнче ларнă, 1963—1966 çулсенче Комсомольски вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухса алла атте-стат илнĕ. Ентешĕмĕр халĕ Мускавра тĕпленнĕ.
Танкистсен Хусанти аслă çар училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, Ленинградри физкультурăпа спорт çар институтĕнче, пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе, малалли утăмĕсене тунă. Педагогика наукисен кандидачĕ, профессор, запасри полковник, сентябрĕн 29-мĕшĕнче, ыран, 70 çулхи юбилейĕн кĕрекине ларать.
Сăмахăмăра юбиляр пирки пуçличчен вулаканăмăр çак пултаруллă çын мĕнле çемьере çуралса ÿсни пирки пĕлесшĕнех пулĕ тетпĕр. Çавăнпа, кĕскен те пулин, Красновсен çемйи çинчен каласа хăвармаллах.
Елизавета Александровнăпа Василий Григорьевич Красновсем пилĕк ача пăхса ÿстерсе пурне те пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Василий Григорьевич вăрçăран таврăнсан Ленин ячĕллĕ колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Унăн пултарулăхне асăрхаса ял çыннисем ăна пысăк хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Нумай çул тăрăшать вăл çак ĕçре, уй-хир ĕçченĕсен шанăçне тÿрре кăларас тесе ырми-канми вăй хурать. Çакна тырă-пулă туса илессинчи, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи палăрмаллах çи-тĕнÿсемшĕн ăна патшалăх панă орденсемпе медальсем те çирĕплетеççĕ. Питĕ шел, Василий Григорьевич 2008 çулта, 83 çула çитсе, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан, сăпайлă Елизавета Александровна вара кăçал 94 çула çитнипе пурне те савăнтарчĕ. Анне вĕт-ха вăл! Шкул пĕтерсенех çак ăшă кăмăллă хĕр Комсомольскинчи машинăпа-трактор станцийĕнче /каярахпа «Сельхозтехника»/ хăйĕн пурнăçĕнчи ĕç стажне пуçланă. Нумай-нумай çул йăла çурчĕн тĕп бухгалтерĕнче тăрăшнă.
Красновсен пилĕк ачи те аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсен иккĕмĕш ачи — Тамара. Хĕр хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех спортпа çыхăнтарнă. Шупашкарти пединститутран алла диплом илсе тухсан нумай çул йĕлтĕрçĕсен тренерĕнче /пир-авăр комбиначĕ/, унтан полиатлона аталантарас енĕпе ĕçленĕ. «Газпром» системинче те чылай вăхăт тăрăшнă. Спортсменсене хатĕрлессипе кăна мар, хăй те спортра пысăк çитĕнÿсем тунă. Полиатлон енĕпе вăл пĕрре кăна мар Раççей тата тĕнче чемпионки пулнă. Паян та Тамара Васильевна ветерансем хушшинче ирттерекен ăмăртусенче яланах малтисен ретĕнче тăрать.
Красновсен тепĕр хĕрĕ — Алевтина. Вăл Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Вăтăр çул ытла Шупашкарта тата Мурманск облаçĕнче педагог тивĕçне пурнăçланă.
Асăннă çемьере çуралнă Владимир та Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл хĕрĕх çула яхăн Инçет хĕвелтухăçĕнчи тинĕс пароходствинче /Владивосток/ хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннипе пурнăç çулĕпе пĕр ывăнмасăр утать.
Афганистанра çар службинче пулнă Красновсен ывăлĕ Геннадий, тăван киле таврăнсанах, ял хуçалăх институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса çемье çавăрсан, сарăмсăр çĕре кĕнĕ.
Елизавета Александровнăпа Василий Григорьевич хăйсен пĕрремĕш ачи ывăл пулнăшăн чун-чĕререн савăннине ял-йыш паян та çирĕплетсе каласа парать. Çамрăк мăшăр ывăла Николай ят хурас тесе килĕшет. Лаша пуласси тихаран паллă, тесе ахальтен каламаççĕ иккен чăвашсем. Пĕрремĕш ачи, çитĕнсе пынă май, пур енчен те хăйĕн пултарулăхĕпе палăрма пуçлать. Ÿт-пĕвне спортра çирĕплетет, вĕренÿре те чи лайăххисен шутĕнче. Комсомольски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра тин çеç ĕçлеме пуçланă ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине /йĕркелекенĕ П.Г.Матросов/ пĕр сиктермесĕр çÿрет. Вунă çул кавир çине тухса пĕрре те çĕн-терÿçĕсен йышĕнчен тухмасть. Вăл — спорт мастерĕн кандидачĕ. Çарти пилĕк енлĕ ăмăртусенче пысăк пултарулăхпа палăрса «СССР спорт мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçет.
Николай Васильевич тан- кистсен Хусанти аслă çар училищинчен вĕренсе тухсан танксен взвочĕн командирĕ пулса Германире пилĕк çул çар службинче пулать. Унтан Ленинградри физкультурăпа спортăн çар институтĕнче пĕлĕвне анлăлатать.
Служба тивĕçĕ Николай Васильевича Костромана та илсе çитерет. Кунта вăл хими хÿтĕлевĕн çар училищинче аслă преподавательте пилĕк çул ытла ĕçлет.
Вăхăт малаллах шăвать. Çар служби тăрăшуллă офицера каллех Ленинграда илсе çитерет. Кунта вăл физкультурăпа спортăн çар институчĕн адъюнктĕнче пĕлĕвне ÿстерет.
Ырми-канми ĕçлекен çыннăн çулĕ яланах тап-такăр. Пирĕн ентеш Мускаври Ф.Э.Дзержинский ячĕллĕ çар академийĕнче аслă преподавательре икĕ çул ытла тăрăшать, анлă тавракурăмне шута илсе, пысăк специалист пулнине палăртса ăна çак академин кафедра начальникĕн тивĕçне пурнăçлама шанаççĕ. Кунта Николай Васильевич мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, 12 çул ытла, çирĕп утăмсемпех утса пырать. Ентешĕмĕр — запасри офицер. Ĕçсĕр ларма юратман-скер паян физкультурăпа спорт кафедрин профессорĕ, Мускаври физкультурăпа спорт институчĕн ректорĕ, физкультурăпа спорт ĕçĕн советникĕ.
«Ĕçне кура — хисепĕ», — теççĕ. Мускаври академире ĕçре палăрнăшăн ăна Хисеп Палли орденпа наградăланă. Спортри çитĕнÿсемшĕн те Николай Васильевича пысăк наградăсемпе чысланă. Кĕçĕн Каçалта çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ ĕçре пысăк хисепе тивĕçнĕ паллă çынсем сахалах мар, районĕпе те чылайăн вĕсем. Вĕсенчен пĕри — Николай Васильевич Краснов. Пысăк юбилей ячĕпе хамăр ентеше тата унăн мăшăрне, Клара Михайловнăна, çемйине чи ăшă сăмахсемпе чун-чĕререн саламлатпăр, иксĕлми телей, тулăх пурнăç, канлĕ ватлăх сунатпăр.
В.КРАСНОВ,
В.ГАВРИЛОВ.