20 ача çуралнă

20 ача çуралнă

Районти ЗАГС уйрăмне август уйăхĕнче граждан тăрăмĕсен акчĕсене регистрацилеме 61 çын пынă. Çак уйăхра 20 пепке çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен 15-шĕ — арçын ача, 5-шĕ — хĕрача. Кăçал пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 7 ача сахалрах çуралнă. Пĕчĕк пăхаттирсене Азат, Айзат, Арсений, Дмитрий, Егор, Ефим, Степан, хĕр пĕрчисене ашшĕ-амăшĕсем Азалия, Далия, Елена, Юлиана тата Камила ят панă.
Кăçал 9 çемье чăмăртаннине регистрациленĕ, ку пĕлтĕрхи çак уйăхринчен 5 çемье сахалрах. Шел пулин те, 4 çемье арканнă. 1 ачан ашшĕ камне палăртнă, пĕлтĕрхи август уйăхĕнче кун пеккисем 3-ĕн пулнă. Ята улăштарни çинчен 2 акт регистрациленĕ.
Пурнăçран уйрăлакансен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай чакнă. Пĕлтĕрхи çак уйăхра 40 çын вилнĕ пулсан, кăçал — 25.
О.ФЕДОТОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *