Пятница, 26 апреля

Уйăхлăх пырать

Уйăхлăх пырать

Раççей пенсионерĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ăрусен çыхăнăвне халалласа сентябрьте ятарлă уйăхлăх ирттерет. Ветерансем шкулсене пыраççĕ, хăйсем шкул ачи пулнă чухне тимуровецсен юхăмне хутшăннине каласа параççĕ. Сентябрьте пенсионерсен союзĕ Чăваш Республикин обществăлла канашĕпе «Кĕмĕл волонтерсем» форум йĕркелет.
Çулсерен «Асаннесемпе асаттесен урокĕсем» конкурс ирттереççĕ. Тивĕçлĕ канурисемпе ачасем ăсталăх куравĕсем валли экспонатсем хатĕрлеççĕ, несĕллĕх йывăçĕсем тăваççĕ.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнă май тивĕçлĕ канурисем валли компьютер курсĕсем çĕнĕрен ĕçлеме пуçлĕç.
Уйăхлăх вăхăтĕнче пенсионерсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем, медицина консультацийĕсем, ветерансен пултарулăх коллективĕсен концерчĕсем иртеççĕ. Пенсионерсен союзĕн активисчĕсем чи ватă çынсем патне килĕсене çитĕç.
«Аслă ăрăва чыс та мухтав» уйăхлăх октябрĕн 1-мĕшĕнче — Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунĕнче — вĕçленет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *