Пятница, 4 октября

Пурнăç — çитмĕл çичĕ пăрăнăç

Пурнăç — çитмĕл çичĕ пăрăнăç

Тулта кĕркунне хуçаланать пулин те тÿпе янкăр, таса. Çакăн евĕр хĕвеллĕ ăшă кунсем Таиç аппана савăнтараççĕ. Ара, вĕсемшĕн епле хавхаланмăн-ха?! Кăçалхи çуркунне те, ыттисем пекех, кил хуçи хĕрарăмне самаях шиклентерчĕ, кулянтарчĕ: кĕтмен çĕртен капланса аннă çурхи шыв урай хăми таранах хăпарчĕ-çке… Мĕнех тăвайăн, шывăн, унăн, юппи çук çав.
— Çанталăкĕ иртнĕ çулхи евĕр çумăрлă килнĕ пулсан кăçал та килти хуçалăхра çитĕннĕ çĕрулмипе сăйланайман пулăттăмăрччĕ. Мухтав Турра, пире хĕрхеннĕшĕн, ырлăхлă аллине тăсса панишĕн, — пăшăлтатрĕ вăл çĕр çимĕçĕ аван çитĕннишĕн савăнса, тинрех çеç пиçсе тухнă, парланса тăракан çĕрулмине савăт çине хунă май. Çав вăхăтрах хатĕрскере, çулсерен тĕпсакайне шыв тухнине пула, килĕнче упрама çуккишĕн ассăн сывларĕ. Унтан сĕтел çине ытти юр-вара кăларса лартрĕ те мăнукне кĕтме кантăк умне вырнаçрĕ. Сенкер экранри сасăсем те ăна, сакăр теçеткене çитсе пыракан кинемее, аса илÿ ытамне çакланасран хăтараймарĕç.
Аслă Каçалти вăтам хресчен çемйинче тĕнчене килнĕ Таисия Герасимовна Лазареван пурнăçĕ пирки сăмах пуçласан, чăн малтанах çакна каламалла: вăл пачах та çăмăл килмен, апла пулин те ĕçре иртнĕ кун-çулне кинемей пачах та хурламасть…
Таиç, нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ май, мĕн пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ — малтанах кил-çуртра пулăшнă, каярах — колхозра. Хĕрачан ашшĕ, Герасим тете, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, суранĕсене пула, шел пулин те, ытла ир çĕре кĕнĕ çав. Амăшне ултă тĕпренчĕкне ура çине тăратма, паллах, йывăр пулнă. Анчах та пуçне усман сăпайлă та ĕçчен, ырă кăмăллă хĕрарăм: шăлне çыртса тÿснĕ, çанă тавăрса ырми-канми тăрăшнă. Сăмах май, хăй пурнăç парнеленĕ тĕпренчĕкĕсене те ĕçе хисеплеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкренех хăнăхтарнă.
— Эх, епле йывăр пулсан та пурăнасах килет çав… Çапла, çыннăн чунĕ пур чухне вăл, кирек епле пулсан та, малаллах талпăнать, ĕмĕтленет, — хаш! сывларĕ Таиç аппа ачалăхри саманчĕсене куçĕ умне кăларнă май.
Вăрçă хыççăнхи çулсем — юнпа, куççульпе çăвăннăскерсем. Хаяр тăшмана пула арканнă çĕршыва ура çине тăратма пачах та çăмăл пулман. Анчах та халăх кар! тăрса, пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшни сая кайман, çĕре ÿкмен. Тумламран кÿлĕ пулать тесе ахальтен каламан çав шур сухалсем. Шăпах çак самант тĕлне лекнĕ Таиç аппан ачалăхĕ. «Çаран çинчи хурхуххипе ут кăшкарĕ пирĕн çимĕçчĕ, крахмалне те сахал мар пуçтартăмăр ĕнтĕ», — явăнчĕ шухăш пуçра.
Çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Таиç Казахстана ĕçлеме кайнă. Çĕнĕ çĕрсем уçнă хыççăн унта ĕçлекен алăсем çитмен. Ĕçлекенĕсем вара ытларах çамрăксем пулнă. Шалăва укçан паман, тырăпа тÿленĕ.
— Канаш станцине килсе çитнĕ чĕрĕ тавара илме кайсан анне питĕ хытă савăннăччĕ. Çемьере пулăшакан пулни, ара, кама хавхалантармĕ, малалла пурăнас шанăç парнелемĕ? Куççульне вăрттăн шăлни халĕ те асăмрах.., — унăн пуçĕнче шухăш хыççăн шухăш вĕçрĕ те вĕçрĕ.
Шкулта аван ĕлкĕрсе пыраканскер малалла та вĕренес ĕмĕт-тĕллевпе пурăннă. Шутланине, палăртнине пурнăçа кĕртес тĕллевпе Тая вунă класс таранах вĕренме тĕв тытнă, анчах та хĕрупраçăн вăтам шкулта пĕлÿ илнĕшĕн укçа тÿлемелле пулнă.
Чĕлхесĕр янаварсене кăмăлланăран хĕр Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Апла пулин те, кăштахран, тĕрлĕрен сăлтавсене пула, докуменчĕсене каялла илнĕ. Унтан ялти Ленин ячĕллĕ колхозра дояркăра ĕçлеме пикеннĕ. Кунта вăл хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Паллах, çакăн евĕр хастарскере куç хывакансем те чылайăн пулнă пулĕ, анчах та çамрăкăн хăйĕн чунĕ суйланă çынни пулнă çав… Володя ятлă йĕкĕт те хĕрпе пĕрле фермăрах тăрăшнă. Туйăмĕсене çамрăксем чылай вăхăт тĕрĕслемен: часах шавлă, хаваслă туй кĕрлеттернĕ.
Мăшăр чăн малтанах упăшкин тĕп килĕнче пурăнма тытăннă. Кÿршĕри пĕр кинемей хăйĕн йывăçран хăпартнă пĕчĕк çуртне сутать тенине илтсен Таиçпе Володя ăна туянма шутланă. Шутланă — тунă. Анчах та пурнăç пуçланать кăна-ха, тумалли, пурнăçламалли чылай…
— Мăшăрăмăн алли ылтăнччĕ çав, унăн пĕлмен ĕçĕ çукчĕ. Каскаласси, ăсталасси — пурте килетчĕ… 1971 çулта, иксĕмĕр те çине тăрса тăрăшса, çĕнĕ çурта кĕтĕмĕрех. Халĕ укçа пулсан пурте пур, иртнĕ ĕмĕрĕн 60—70-мĕш çулĕсенче пачах апла марччĕ, — аса илчĕ вăл.
Пĕр ырă кун Таиçе Комсомольски ял Советĕнче тăрăшма сĕннĕ. Шухăшланă, мăшăрĕпе канашланă хыççăн хĕрарăм çĕнĕ ĕçе вырнаçнă. Ку 1961 çулта пулса иртнĕ. «Халăхпа ĕçлесси — чи йывăрри, ăна ăнланма, унпа калаçма пĕлмелле. Эй, мĕн каласси пур? Çынна сарă хĕвел те юраймасть», — шухăшларĕ вăл.
1985 çулта, районта Канашри «Лакокраска» заводăн филиалне хута янă хыççăн, хĕрарăм унта куçнă. Кил хуçи, Владимир Михайлович, вырăнти строительствăпа монтаж управленийĕнче тăрăшнă. Сумлă канăва Таисия Герасимовнăна унтанах ăсатнă.
Ури çине мĕн пĕчĕкренех ĕне пуснăскер, тивĕçлĕ канăва кайсан та ĕçсĕр ларман вăл, Ульяновск облаçĕн тата Тутарстан Республикин çĕрĕсенче çум çумланă, йĕтем çинче тар тăкнă. Ара, картиш тулли выльăха тăрантармалла-çке…
Хальхи вăхăтра Таисия Герасимовна мăнукĕпе, Динарăпа, анчах кун кунлать. Хĕрача Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренет. Таиç аппа пурнăçĕнче савăнмаллипе пĕрле кулянмалли те пайтах пулнă. Вĕсене аса илсен кинемей куççульленет. Ара, пÿрт тулли ача-пăча çитĕнтерсе иккĕн кăна юласса тĕлленменччĕ те.
— Хам курнине, туйнине тăшмана та сунмастăп. Тăхăр уйăх варта çĕклесе çÿренĕ, кăкăр çитерсе, куç хупмасăр ÿстернĕ куç тулли тĕпренчĕксене юлашки çула тирпейлесе ăсатасси — амăшĕшĕн çĕр çĕклейми хуйхă. Кам шутланă-ха капла çаврăнса тухасса; Çынна йывăр ĕç мар, хуйхă пĕтерет, — ассăн сывлать кинемей ачисен сăнарĕсене куç умне кăларсан. Тĕрĕссипе каласан, вĕсем амăшĕн асĕнчен, чĕринчен нихăçан та тухмаççĕ.
Юрать-ха тепĕр виçĕ ачи, Александр ывăлĕ, Татьянăпа Надежда хĕрĕсем, амăшне манмаççĕ, тăван килне илсе çитерекен сукмака такăрлатсах тăраççĕ.
— Чăннипех те пуян эпĕ, мăнукăмсемпе мăнмăнукăмсем — куç тулли. Динарăна, пĕчĕкренех амăшĕ вырăнĕнче пăхса çитĕнтернĕскере, пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕ çине тивĕçлĕ воспитани парса кăларасчĕ. Çывăх çыннăмсем телейлĕ пулсан — эпĕ те телейлĕ. Часах, çывăх вăхăтра, пурте пĕрле пуçтарăнăпăр, кĕрекене ларăпăр, — ĕмĕтленет сакăр вунă çулхи Таисия Лазарева.
Эпир те Таисия Герасимовна Лазаревăна çак паллă кунпа ăшшăн саламлатпăр, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, ăнăçу, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Çапла çав, пурнăç вăл — уй урлă каçасси мар.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *