Кашни тĕлпулу хаклă тата пĕлтерĕшлĕ

Кашни тĕлпулу хаклă тата пĕлтерĕшлĕ

Сехет йĕппи шав! малалла чупать те чупать, вăхăт та ун хыççăн хăвалать. Акă, Владислав Ильин тинрех кăна шыв айĕн çÿремелли крейсера парăнтарнă пулсан, августăн 22-мĕшĕнче вăл 70 çулхи юбилейне паллă тунă. Хастар ентешĕмĕр сентябрĕн 21-мĕшĕнче тăван тăрăха килсе çитрĕ. Çавна май районта унăн ячĕпе тĕрлĕрен мероприяти иртрĕ.
Тăван тăрăхра —Шурутра
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Сыны Отечества» офицерсен пĕрлешĕвĕн председателĕ, вице-адмирал Владислав Ильин, офицерсем, «Кĕтне» ентешлĕх членĕсем Шурут вăтам шкулĕн коллективĕпе, вĕренекенсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. Аса илмелли, сÿтсе явмалли ентешсен чăннипех те нумай пулчĕ. Владислав Алексеевич çуралнă тăрăха час-часах килсе çÿреймест пулин те, Шурут-Нурăс ялне асран кăлармасть. Ахальтен мар вăл: «Мана тăван тăрăхра сывлама та, калаçма та çăмăлрах, кунта чунăм савăнать», — тет.
Шурут тăрăхĕ ентешне кĕтсе илме тахçантанпах ĕмĕтленет. Вăл килнĕ вăхăта вĕсем юрри-ташшине, сăввине хатĕрленĕ. Владислав Алексеевич та ентешĕсен умĕнче парăмра юлмарĕ: чи маттур та хастар педагогсене, вĕренекенсене Хисеп грамотисем тата асăнмалăх медальсем парса чысларĕ.
Офицерсем — Хирти Мăнтăрта
Ĕçлĕ ушкăн Хирти Мăнтăр вăтам шкулне çитнĕ май, чи малтанах ачасемпе патриотизм темипе калаçу ирттерчĕ, вĕренÿре, спортра хастаррисене Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Çар çынни пулас ĕмĕтпе çунатланакан каччăсемпе хĕрсем кунта сахалăн мар. Çакна тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Сăмахран, районти шкулсенче пĕлÿ пухнисем Рязаньри, Санкт-Петербургри, Мускаври, Хусанти çар вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренеççĕ. Апла пулсассăн ыттисем те вĕсен çулĕпе кайма пултараççĕ. Шăпах çакăн пирки офицерсем аса илтерчĕç те вĕренекенсене.
Çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Фельдшерпа акушер пункчĕсем республикăра уçăлсах тăраççĕ. Çакăн йышши çĕнĕ ФАП сентябрĕн 21-мĕшĕнче Тукай Мишерĕнче хута кайрĕ. Çак паллă пулăмпа вырăнти халăха саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ. Савăнăçлă мероприятие район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Александр Осипов, Владислав Ильин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов хутшăнчĕç. Тукай Мишер ялĕнче пурăнакансем те савăнма чылайăн пуçтарăннă.
— Эпир çак куна тахçанах чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Çĕнĕ ФАПра условисем пурте пур, çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме хатĕр-хĕтĕр те çителĕклĕ. Çĕршыв пуçлăхĕсене пирĕншĕн тăрăшнăшăн тав тăватпăр, — терĕç ял çыннисем.
— Ял халăхне пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Ĕçĕсем те курăмлă, паянхи кун республикăра 179-мĕш çĕнĕ ФАП Тукай Мишер ялĕнче уçăлчĕ. Сăмах май, иртнĕ çул сирĕн районти Александровка тăрăхĕнче çĕнĕ икĕ ФАП хута янăччĕ. Сире пурсăра та пуçаруллă пулнишĕн, тавралăхра тирпей-илем хуçалантăр тесе тухăçлă ĕçленишĕн тав тăватăп, — терĕ Михаил Васильевич.
Юлашки çулсенче медицинăра курăмлă ĕçсем сахал мар пурнăçланнă: республикăри кашни ФАП тĕпрен çĕнелнĕ. Пысăк технологи вăй илсе пыни те куçкĕретех — халăх медицина пулăшăвĕпе тата унти условисемпе кăмăллă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов республика ертÿлĕхне кирек епле ĕçе те пурнăçлама пысăк тĕрев панишĕн чĕререн тав турĕ, çамрăксем ялсенче хаваспах пурăнма юлнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл демографи лару-тăрăвĕ районта ырă енне куçса пынине те палăртрĕ.
— Раççей Правительтви, Чăваш Ен ертÿçисем яллă вырăнсенче пурăнмалли условисем лайăх пулччăр тесе чылай тăрăшаççĕ, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ — çын ĕмĕрне тăсмалли чи аван меслет, — терĕ, пухăннисене çак паллă пулăмпа саламланă май, вице-адмирал Владислав Ильин.
Михаил Игнатьев фельдшерпа акушер пункчĕпе паллашнă май, вырăнти Интернет çыхăнăвне тĕрĕслерĕ, унăн хăвăртлăхĕ пирки те кăсăкланчĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев — халăхăн пурăнас ĕмĕрне ÿстересси», — пĕтĕмлетрĕ сăмахне Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Сăмах май, Тукай Мишерĕнчи çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне хута яма республика бюджетĕнчен 3,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Ĕçе пурнăçлаканĕ — «Вятка-Сервис» подрядлă организаци.
Владислав Ильин ячĕпе — концерт
Районти культурăпа куна центрĕнче çак кун пысăк мероприяти иртрĕ. Вице-адмирала Владислав Ильина саламлама кунта нумайăн пуçтарăннă.
— Каçал тăрăхĕ чылай паллă çынна ÿстернĕ, вĕсем республика тата Раççей пуласлăхĕшĕн тăрăшнă, халĕ те тăрăшаççĕ. Çакăн евĕр хастарсенчен пĕри — Владислав Ильин. Владислав Алексеевич — çĕршывăн мухтавлă ывăлĕ, Раççей патриочĕ, Чăваш Ен мăнаçлăхĕ. Курсантран вице-адмирала çитме ăна, паллах, çăмăл пулман, — тенĕ Михаил Игнатьев юбиляра саламласа. — Эсир çĕршыв чиккинче тăнă. Сирти хастарлăхпа вашаватлăх, гражданла тата службăри парăмсене пурнăçланă чухнехи тÿрĕ кăмăллăх — пирĕншĕн, çитĕнекен çамрăк ăрушăн, ырă тĕслĕх.
«Сыны Отечества» офицерсен пĕрлешĕвĕ регионти ытти обществăлла организацисемпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленин çимĕçĕ— Шупашкарта кадетсен корпусĕ хута кайни, унти яшсене патриотизмла воспитани парса çитĕнтерме пултарни. Регионри «Юнармия» уйрăм, шырав ушкăнĕсем — пурте ачасене тивĕçлĕ воспитани пама пулăшакан япаласем.
Çак кун Владислав Ильина чылайăн саламларĕç, нумай ăшă сăмах каларĕç.
— Эпир пурсăмăр та пĕр тĕллевпе тăрăшатпăр, пĕр ĕçех тăватпăр. Çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлатпăр, — терĕ вице-адмирал пухăннисене чĕререн тав тунă май.
Сцена çине часах районти кадет класĕн вĕренекенĕсем тухрĕç. Вĕсем пухăннисене патриотизм тематикиллĕ юрăсемпе саламларĕç. «Кубняночка» вокал, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕсем, уйрăм юрăçсем шăрантаракан юрăсемпе паллашма та питĕ кăмăллă пулчĕ.
Пухăннисем сумлă юбиляра парнесем парса хавхалантарчĕç, ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Савăнăçлă мероприяти хыççăн пурте пĕрле районти Мухтав монуменчĕ умне çул тытрĕç. Вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене хисеплесе пĕр минут шăп тăчĕç, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
— Çак хăрушă вăрçă миллионшар çын шăпине татнă, инкекпе куççуль, халиччен пулман хуйхă çынсен чĕри витĕр тухнă. Пирĕн паттăрсен ячĕсене яланах асра тытмалла, — терĕç вĕсем хурланса.
Спортпа туслисем — «Кĕтне» ФСКра
Çак кун «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕ спорта кăмăллакансене хăй ытамне пухрĕ. Вĕсем чылай пулни, чăннипех те, савăнтарать.
Вице-адмирала Владислав Ильина халалланă спорт фестивальне ача садне çÿрекен шăпăрлансенчен пуçласа районти тĕп тата вăтам шкулсенче пĕлÿ пухакан ачасем пуçтарăнчĕç. Куракансем вĕсене хавхалантарса пычĕç, ăмăртакансем май килнĕ таран тупăшрĕç: мини-футбол тата волейбол вăййине вылярĕç, çуран чупса ывăннă хыççăн шывра ишсе ăмăртрĕç. Чи хастаррисене Владислав Ильин хăй саламларĕ, Хисеп грамотисемпе медальсем парса чысларĕ.
Уяв чăннипех те çÿллĕ шайра иртрĕ. Эпир пурте пĕрле пуçтарăнса савăнма та, ĕçлеме те пултаратпăр. Çакна пурнăçлама çирĕп сывлăх çеç кирлĕ.
А.ИСАЕВА,
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *