Воскресенье, 19 мая

Пур йышпа – чупура

Пур йышпа – чупура

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ «Нацисен кросĕ—2018» чупăва Раççейри 85 регион хутшăннă. Çак кун, тĕрĕссипе каласан, Пĕтĕм Раççей чупнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Асăннă чупу пирĕн район çыннисене те пĕрле пухрĕ. Комсомольскинче тата ялсенче пурăнакансем район центрĕнчи тĕп лапама чылайăн пуçтарăнчĕç: пĕрисем — ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç.
район центрĕнчи тĕп лапамра старт илчĕ. Пухăннисем чăн малтанах, савăнăçлă спорт уявне уçиччен, тинрех кăна пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрне Сергей Сильвестрович Шелтукова асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Ун хыççăн, «Массовая зарядка — залог здоровья для всех» проектпа килĕшÿллĕн, пурте пĕрле тăрса зарядка турĕç. Ăна ертсе пыраканĕ — «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ — район администрацийĕн обществăлла канашĕн председателĕн çумĕ Мария Долгова тата фитнес-аэробикăна çÿрекен вĕренекенсем.
— Нацисен кросĕ вăл — спорт мероприятийĕ кăна мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм та. Массăллă чупăва спорта кăмăллакансемпе пĕрле профессионалсем, спорт ветеранĕсем те тăраççĕ. Чăваш Енре 2004 çулта старт илнĕ кросăн тĕп тĕллевĕ — халăха сывă пурнăç йăли-йĕркипе паллаштарасси, çамрăксене спорта ытларах явăçтарасси, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пухăннисене саламласа.
Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ушкăнра иртрĕç. Пирваях шкул çулне çитмен ачасем старта тăчĕç. Вĕсен шучĕ кăçал иртнĕ çулхинчен самай чылайрах пулни чăннипех савăнтарать. Ача сачĕсен воспитанникĕсем çак кун 100 метр дистанцие парăнтарчĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем пурте маттур, апла пулин те финиша чăн малтан килнисене палăртса хăварам. Вĕсем — Ильвина Хисамова /»Рябинушка» ача сачĕ/, Александра Саванина /»Колосок» ача сачĕ/, Раиль Сафиуллина /Тукай Мишер вăтам шкулĕ çумĕнчи ача-пăча садикĕ/, Александр Ананьев /»Рябинушка»/, Ибрагим Зинатуллин /Тукай Мишер/, Самир Низамов /»Колосок»/.
Районти тĕп тата вăтам шкулсенче пĕлÿ пухакансем 500 метр, ыттисем вара 2000 метр дистанцие чупрĕç. 1—4-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Виктория Степанова /Комсомольски 1-мĕш/, иккĕмĕш вырăна Екатерина Шатова тата виççĕмĕш вырăна Лиана Сатертдинова /Комсомольски 1-мĕш/ çĕнсе илчĕç. Асăннă çулсенчи арçын ачасенчен чи маттурри Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Семен Чебанин пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнпа Александр Алексеев ?Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/ палăрчĕ пулсан, Данил Гайнутдинов /Комсомольски 2-мĕш/ виççĕмĕш пулчĕ.
5—9-мĕш классенче пĕлÿ пухакан хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче чи хастаррисем: Виктория Ефремова,  Вероника Ефремова /Шурут вăтам шкулĕ/, Инесса Зайцева /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/, Кирилл Денисов, Тимур Краснов /Комсомольски 1-мĕш/, Даниил Лаврушкин /Комсомольски 2-мĕш/ пулчĕç.
10—11-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Эльза Кузнецова, Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ангелина Пыркина тата Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Юлия Шербустанова пулчĕç. Арçын ачасенчен вара — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Никита Бархоновпа Кирилл Краснов, Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Евгений Краснов. Вĕсем пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
VIP-чупăва Александр Осипов ертсе пычĕ. Унта район администрацийĕн уйрăмĕсен начальникĕсемпе специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, районти тĕп тата вăтам шкулсен директорĕсем тăчĕç.
Хĕрарăмсем çак кун иртекен старта хăпса тухма май тупнă тесен те юрать. Чупура чи вăр-варри Венера Арсентьева пулчĕ. Вăл пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Сирине Зинатуллина тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнпа Галина Волкова палăрчĕ. Арçынсенчен чи маттуррисем — Дмитрий Хлебников, Евгений Чернов тата Владимир Калашников. Вĕсем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
— Сывлăх — хаклă пурлăх, вăл çирĕп пултăр тесен спортпа туслă пулмалла: чупмалла, хусканмалла. Тĕрĕссипе каласан, пĕтĕм пурнăç вăл — спорт, çавăнпа та çакăн евĕр мероприятисене яланах çемьепе хутшăнма тăрăшатпăр, ачасене спорта юратма хăнăхтарса ÿстеретпĕр, — теççĕ «Нацисен кросне » çемйипех хутшăннă Калашниковсем.
Ăмăртусем питĕ кăсăк иртрĕç. Аслă çулхисем çамрăксенчен юлманнине чупăва тухса тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç, ыттисем валли вĕсем ырă тĕслĕх пулчĕç. Тĕслĕхрен, Василий Пундяковах илер. Вăл сакăр теçеткерен иртнĕ пулин те хастарлăхĕпе, вашаватлăхĕпе тепĕр çамрăкран ирттерет. Кросри чи çамрăкки — икĕ çулхи Владимир Семенов.
Спорт уявĕнче мала тухнисене медальсемпе Дипломсем, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç.
А.ЕФРЕМОВА,
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *