Пятница, 26 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Кĕрхи çанталăк катăк ăслă тесе ахальтен каламан пулас: йывăр пĕлĕтсем халь-халь татăлса анассăн шăваççĕ, сивĕ, унтах хĕвелĕ пăхать. Ял хуçалăх ĕçченĕсем ăнса пулнă тымарçимĕçе çанталăк йĕпе-сапана кайиччен пуçтарса кĕртес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне районта «иккĕмĕш çăкăра» 615 гектар çинчен 12720 тонна пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç — 206 центнер. Ку енĕпе «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсем, «Рассвет» ЯХПК тата «Урожай» колхоз малта пыраççĕ.
— Çанталăк панă вăхăтра уй-хир ĕçĕсене май килнĕ таран хăвăртлатмалла. Ку енĕпе ĕçлеме хальлĕхе механизаторсем те пур, техника та çителĕклĕ. Хуçалăхсен ку вăхăтпа усă курса юлмаллах, — тет ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вяче-слав Никифоров.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисем акаççĕ. Çак ĕçе хальлĕхе 4836 гектар çинче пурнăçланă, 8722 гектар çĕре хуратнă. «Асаново», «Слава», «Труд», «Рассвет», «Алга», «Урожай» хуçалăхсем хире тислĕк кăларнă.
Пахча çимĕç районĕпе 72 гектар йышăнать пулсан, çак вăхăт тĕлне ăна 12 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Ку вăл — палăртнин 17 проценчĕ.
Рапс уйĕнче те ĕç вĕрет. Ăна 215 гектар çинчен çапнă, пÿлмене 235 тонна кĕнĕ. Çак ĕçе уйрăмах «Родина» тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсенче, Госсорткомиссинче аван йĕркеленĕ.
Силос янтăлас ĕç те малаллах пырать. Хальлĕхе ăна 1765 тонна хатĕрленĕ.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *