Пятница, 19 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Сентябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче 14609 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурне те пуçтарса пĕтернĕ, кĕлете пурĕ 34385 тонна «сарă ылтăн» кĕнĕ.
Çĕр ĕçченĕсем хальхи вăхăтра «иккĕмĕш çăкăр» ани çинче вăй хураççĕ. Ăна вăхăтра, çумăра кайиччен пуçтарса кĕртесси — пирĕн тĕп тивĕç. Сăмах май, вăтам тухăç районĕпе — 217 центнерпа танлашать. Асăннă кун тĕлне ăна 335 гектартан 7263 тонна пуçтарса илме ĕлкĕрнĕ.
Çавăн пекех кĕрхи ака ĕçĕсем те малаллах пыраççĕ. Ăна хальлĕхе 4541 гектар çинче пурнăçланă. Кĕрхи çĕртмен лаптăкĕ 7909 гектарпа танлашать.
В.НИКИФОРОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *