Вторник, 10 декабря

Ылтăн нихăçан та тутăхмасть

«Ылтăн нихăçан та тутăхмасть», — теççĕ халăхра. Геннадий Уткин журналистăн, прозаикăн, публицистăн пултарулăхĕ пирки калас пулсан, вăл çăлкуçран тухса тăракан таса шыв евĕр. Юлашки çирĕм пилĕк çул хушшинче тĕрлĕ издательствăсенче чăвашла тата вырăсла унăн çирĕме яхăн кĕнеке пичетленнĕ.
Пурнăç сукмакĕн йĕрĕпе
Геннадий Алексеевич Уткин 1945 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчи нумай ачаллă колхозник çемйинче тĕнчене килнĕ. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Çĕнĕ Мăратра тата Аслă Чурачăкра вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ. Шкулта аван ĕлкĕрсе пыраканскер, ача чухнех литература енне туртăннă. Вăл саккăрмĕш класрах районти «Октябрь ялавĕ» хаçата çырма тытăннă. Вун пĕр класс пĕтернĕ хыççăн йĕкĕт Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах та Гена унтан пĕрремĕш курсранах пăрахса килнĕ. Алла специальноç иличченех вăл Елчĕк тата Патăрьел районĕсенче пуçламăш классен, чăваш чĕлхипе литературин учителĕнче тăрăшнă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă, каярах, 1964—1967 çулсенче, Тукай шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ.
Çартан таврăнсанах Геннадий Комсомольски район хаçатĕнче литература сотрудникĕнче ĕçлеме тытăнать. Ĕçре хастарскере çур çултанах тĕп редактор çумне çирĕплетеççĕ. Ĕçрен уйрăлмасăрах вăл Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. 1971 çулта ăна Чулхулари партин аслă шкулне куçăмлă майпа вĕренме яраççĕ. 1975 çулта тăван районти «Октябрь ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçлеме тытăнать. Хаçата вăл 1987 çулчченех ертсе пырать. Ун хыççăн Геннадий Алексеевич икĕ çул районти халăха вĕрентес ĕç пайĕнче методистра тăрăшать. Каярах Комсомольски вăтам шкулĕнче учительте ĕçлет. 1989 çулхи апрельте Геннадий Алексеевича КПСС Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлаççĕ. 1992 çулта Геннадий Уткин пурăнма Шупашкара куçса каять. Тĕп хуламăрта вăл «Хресчен сасси», «Республика» хаçатсенче пай редакторĕнче, Патшалăх Думин депутачĕн пулăшаканĕнче ĕçлет. 1998 çулта профсоюзсен республикăри Канашĕн «Время» хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçлеме пуçлать.
Геннадий Алексеевич Уткин 1979 çултанпа СССР Журналистсен союзĕн, 1997 çултанпа Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. 1997—2001 çулсенче вăл обществăлла майпа Чăваш Республикин Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕн çумĕнче тăрăшнă.
Сăмах май, Геннадий Уткина çичĕ хутчен Комсомольски район Совечĕн депутатне суйланă, 1990—1995 çулсенче вăл Чăваш Республикин халăх депутачĕ пулнă.
Людмила БАРИНОВА,
хаçатăн корректорĕ.
Геннадий Алексеевич ăслă, пултаруллă, анлă тавракурăмлă çын. Эпĕ унпа 1969 çулта пĕрле ĕçлеме пуçланă. Вăл «Октябрь ялавĕ» хаçат редакторĕн çумĕччĕ. Типографи редакци çумĕнчеччĕ.
Редакцири корректорта ĕçлеме пуçласан Геннадий Алексеевичран нумай вĕреннĕ эпĕ. Ĕçшĕн питĕ çирĕп ыйтнă, ăнланманни пулсан вăрçса-ÿпкелешсе, сассине хăпартса каламан. Вăл калани пирĕншĕн саккун пулнă. Хаçат тухнă кунсенче ĕçпе Шупашкара çитсе килмелле пулсан тухса кайиччен : «Тимлĕ, васкамасăр вулăр, йăнăшсем ан кайччăр», — тесе асăрхаттаратчĕ.
Чылай вырăнта ĕçленĕ вăл, пур çĕрте те хăйне шанса панă ĕçе чунне парса пурнăçланă, коллективра ырă ята тивĕçнĕ.
Геннадий Алексеевичăн çутă сăнарĕ пирĕн асра упранĕ.
Вера САВЕЛЬЕВА,
филологи наукисен кандидачĕ:
Геннадий Алексеевичпа эпир пĕрле «Хресчен сасси» хаçатра пилĕк çула яхăн ĕçлерĕмĕр. Эпĕ — тĕп редакторччĕ, вăл вара пай пуçлăхĕнче вăй хуратчĕ.
— Мана, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă çынна, ĕçе илме мĕнле шикленмерĕр? — ыйтрĕ вăл манран пĕррехинче, хаçат тухма тытăннăранпа икĕ-виçĕ çул иртсен. Ун чухне «Хресчен сасси» хаçатăн тиражĕ 44 пинрен иртнĕччĕ.
— «Хыпар» хаçат ура çинче çирĕп тăрать. Çĕнĕ хаçата йĕркелесе яма, çын чунне пырса тивекен материалсем пичетлесе халăх хушшине сарма пире сирĕн пек çынсем анчах пулăшма пултараççĕ, — тенĕччĕ эпĕ ăна ун чухне.
Чăннипех те çапла. Производствăна илер-и е пултарулăх анине — пур çĕрте те вĕсен шăпине кадрсем татса параççĕ. Геннадий Алексеевича эпĕ Комсомольски район хаçатĕнче ĕçленĕ чухнех аван пĕлнĕ. Лайăх çыратчĕ, ертсе пырас пултарулăхĕ питĕ пысăкчĕ, районта хисеплĕ çынччĕ. Пичет ĕçченĕсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе республикăри канашлусенче тухса калаçатчĕ. Вăл чылай çул район хаçачĕн коллективне, КПСС парти райкомне ертсе пынă, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Çĕнĕ хаçата йĕркелесе янă тапхăрта унран вăйлăрах çын ăçтан тупайăн?
Килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлерĕмĕр, урлă пулнине астумастăп. Аркадий Айдак, Петр Ивантаев, Александр Кушков — Геннадий Алексеевича хисеплетчĕç. Редакцире çакăн пек тавракурăмлă, пурнăçа аван пĕлекен çын пулни питĕ лайăхчĕ. Публицистика материалĕсем вăйлăччĕ унăн!
Историе чĕрсе хураймăн. Хаçат ял ĕçченĕшĕн чун уççи пулнине вулакансем астăваççĕ. Самана шăпах демократи юхăмне кĕрсе пыратчĕ. Тыр-пул çитĕнтерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем хăйсен шухăшĕсене вăл вăхăтра «Хресчен сассинче» çеç палăртма пултарнă. Пĕр ÿстермесĕр каламалла: Геннадий Уткин çырнисене халăх кашни эрнерех чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Сăмахран, «Правительство: «Лайăх», — тет, цифрăсем «калама çук япăх теççĕ» материала епле вуламăн? Кашнинчех цифрăсене тĕслĕхсемпе çирĕплететчĕ, тишкерÿ тăватчĕ. «Ăслă çын çинче çип çĕрмест», «Тăвара çурмалла пайланă тăван», «Хĕвел ÿкнĕ хурăнлăх», «Урхи урăхла калайман» статьясем халĕ те асрах. Вăл тăтăшах ялсене тухса çÿретчĕ. Кашнинчех тарăн шухăшлă материалсем илсе килетчĕ.
Мĕн чухлĕ çамрăка пултарулăх çулĕ çине тăма пулăшман-ши вăл? Республика кăларăмĕсенче ĕçлекен хальхи ăста журналистсем — Геннадий Максимов, Николай Коновалов, Юрий Михайлов, Виталий Алексеев — ун алли витĕр тухнă. Вĕсем çинчен Геннадий Алексеевич яланах ыррине калатчĕ. «Хресчен сассинче» пĕрле ĕçленĕрен-ши, Геннадий Максимова вара тăван шăллĕ вырăннех хуратчĕ. Сăмах май, вăл та асăннă хаçатра тăватă çул ытла ĕçлерĕ. Халĕ Геннадий Максимов — «Хыпар» хаçат редакторĕн çумĕ, паллă çыравçă.
«Хресчен сассинче» çакнашкал пултаруллă журналистсем ĕçленĕрен, вĕсем ял çыннисем валли чуна витерекен материалсем çырнăран 1991—1996 çулсенче хаçат тиражĕпе республикăра пĕрремĕш вырăнта тăракан кăларăмсен шутне кĕчĕ.
Çулсем иртнĕ, ватлăх алăкран шакканă. Паллах, сывлăхĕ те çамрăк чухнехи пек мар. Вăл хавшанă пулсан та хутпа калеме алăран яман. Юлашки çулсенче çеç вăл çирĕме яхăн кĕнеке кăларнă. Хăйсем пысăк мар пулин те тĕшши вара — калама çук паха. Кашни сăмахĕ витĕмлĕ.
А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *