Акци иртрĕ

Акци иртрĕ

Иртнĕ эрнере районта «Вежливый водитель» акци иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем — муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ГИБДД инспекторĕсем тата обществăлла Канаш. Денис Соловьев, Андрей Волков инспекторсем, обществăлла Канаш председателĕ Мария Илларионова çула тухакан водительсемпе тĕл пулчĕç. Çул-йĕр правилисене пăсман, çуран çÿрекенсене çул паракан водительсене вара ятарлă памяткăсем пачĕç.
Сăмахран, Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Александр Григорьев 1978 çултанпа автомашина рулĕ умĕнче, Николай Денисов руль умне ларнăранпа та 40 çула яхăн. Çак вăхăтра вĕсем çул-йĕр правилисене çирĕп тимленĕ, малашне те пăхăнĕç.
— Акци тĕллевĕ — водительсем çул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕслесси тата вĕсене пăхăнма хăнăхтарасси. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă май çул çинче ачасем те йышлă çÿреççĕ. Çавна май тимлĕхе татах та ÿстермелле. Çакна водительсен лайăх пĕлмелле тата яланах асра тытмалла, — терĕ акцие пĕтĕмлетсе Денис Соловьев инспектор.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *