Инвалидсен тата федераллă льготниксен ытти категорийĕсене кĕрекенсен 2019 çулта соцпакета льготăсемпе е укçапа илессе палăртмалла. Нумай функциллĕ центрта çакăн пек заявленисене сентябрĕн 29-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Пенси фончĕн сайтĕнче е Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче электрон заявление сентябрĕн 30-мĕшĕччен пама пулать. Пенси фондне пырса октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырма май пур.
Аса илтеретпĕр: çакăн пек заявление паянхи лару-тăрăва улăштарас тесен çеç çырмалла. Сăмахран, халĕ соцпакета укçан илсе тăракан тепĕр çул тÿлевсĕр эмелсем илесшĕн пулсан.
Соцпакетăн хакне кашни çулах индексацилеççĕ, паянхи кун вăл уйăхне 1075,19 тенкĕпе танлашать, çав шутра эмелсем валли каякан пайĕ — 828,14 тенкĕ, санаторисен пайĕ — 128,11 тенкĕ, транспорт пайĕ — 118,94 тенкĕ.