Пятница, 19 апреля

«Советская чувашия» парнисемшĕн – стартра

«Советская чувашия» парнисемшĕн – стартра

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадион спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене, хастар ушкăнсене черетлĕ хут пухрĕ. Кунта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети пулчĕ. Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлне А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланăскер кăçалхипе 80-мĕш хут иртрĕ.
Чупăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсен командисем тухрĕç.
Пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, «Советская Чувашия» хаçат редакторĕ Владимир Васильев саламласа ăнăçу сунчĕç. Михаил Васильевич çитес çулсенче Чăваш Енре спортпа туслисен йышне 55 процента çитермеллине палăртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, чупăва влаç тытăмĕнче вăй хуракансен команди уçрĕ. Хыççăн республикăри ятарлă коррекци шкулĕсен хастарĕсем ăмăртрĕç. Унтан массăллă информаци хатĕрĕсен команди старта тухрĕ. Пирĕн ĕçтешсем çивĕч статья-репортаж хатĕрлес енĕпе кăна мар, спортра та маттуррине çирĕплетрĕç. Чăваш Ен наци телекуравĕн ĕçченĕсем финиша чи малтан çитрĕç. 2-мĕш вырăна — «Çĕрпÿ хыпарĕсем» Çĕрпÿ район хаçачĕн ушкăнĕ, 3-мĕшне Чăваш Ен наци радиовĕн журналисчĕсем çĕнсе илчĕç. Саламлатпăр!
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *