Портал урлă – йÿнĕрех

Портал урлă – йÿнĕрех

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ вăл — хăйне евĕр сервис. Ун урлă граждансем, предпринимательсем тата юридици сăпачĕсем питĕ нумай пулăшупа электронлă форматпа усă курма пултараççĕ: налуксене, патшалăх пошлинисене, ГИБДД штрафĕсене тÿлеме, суд тата налук парăмĕсем çинчен пĕлме, тухтăр патне çырăнма тата ытти те.
2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа порталпа усă куракансем патшалăх пошлинине укçа-тенке перекетлесе тÿлеме пултараççĕ. Портал урлă тÿлесен пошлина виçи 30 процент сахалрах пулать. Çапла тăвас тесен мĕн тумалла-ха? Чи малтанах gosuslugi.ru порталта регистрациленмелле, электрон заявлени парса ăна пăхса тухасса кĕтмелле. Çакă ăнăçлă иртсен харпăр хăй кабинетне патшалăх пошлинине тÿлемелли счет килет. Ăна мобильлĕ телефон счечĕ çинчен, электрон укçапа тата банк картти урлă тÿлеме пулать.
Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă водитель удостоверенине илессишĕн е ылмаштарассишĕн те, автомашинăна регистрацилессишĕн те, ют çĕр-шыв паспортне тăвассишĕн те, мăшăрланассишĕн е уйрăлассишĕн те йÿнĕрех тÿлемелле.
Çапла вара gosuslugi.ru порталпа усă курни черетсенче тăмасăрах укçа-тенке перекетлесе кирлĕ пулăшупа усă курма май парать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *