Вторник, 16 апреля

Викторинăра çĕнтернĕ

Викторинăра çĕнтернĕ

Çак кунсенче регионра иртнĕ «Экологический календарь» интернет-викторинăна пĕтĕмлетнĕ. Ăна июньти экологи кунĕсене халалланă пулнă.
Сăмах май, çĕртме уйăхĕ, чăн та, экологи кунĕсемпе пуян: 4-мĕшĕнче — Василиск тата Шăпчăк кунĕ. Пĕтĕм тĕнчери çут çанталăка сыхламалли кун та çулсерен асăннă уйăхăн 5-мĕшĕнче пулать. 6-мĕш июньте эпир эколог кунне анлăн паллă тăватпăр. Океан кунĕ, Исааки кунĕ, зоопаркри слонсене хÿтĕлемелли кун…
Регионсен шайĕнчи улттăмĕш тура пурĕ 47 çын хутшăннă, вĕсенчен 19-ĕшĕ 13 тата ытларах балл пухнă. Интернет-викторинăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, Кирилл Ефремовпа Александр Боровков, хутшăннă. Çамрăксем çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Эпир вĕсене çак ятпа саламлатпăр, ăнăçу хыççăн ăнăçу тума çирĕп сывлăх сунатпăр.
П.РОДИОНОВ,
вĕрентекен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *