Понедельник, 24 июня

Хăçан вулама вĕрентмелле? 

Хăçан вулама вĕрентмелле? 

Паянхи кун чылай ашшĕ-амăшĕ килĕсенче ачисене шкула кайичченех вулама вĕрентет. Ывăлăм ÿссе пынă май мана та çакă интереслентерме пуçларĕ. Ачана шкула кайиччен вулама вĕрентмелле-и? Çакна мĕнрен пуçламалла-ха?
О. ИВАНОВА.
Ыйтăва «Колосок» ача сачĕн воспитателĕ Н.И.Сергеева хуравлать:
— Хальхи вăхăтра нумайăшĕ пĕрремĕш класа кайнă çĕре сас паллисене паллать е вулама та пĕлет. Паллах, шкул çулне çитиччен вулама вĕренни ачашăн усăллă çеç пулĕ. Вулани ачан пуплевне аталантарать, сăмах пуххине анлăлатать.
Ачана хистесех сас паллисене кăтартмалла мар, çакна вăйă евĕр тумалла. Унсăрăн ачан пачах та алла кĕнеке тытас килми пулма пултарать. Ачан пÿлĕмĕнче мĕн пĕчĕклех кĕнекесем валли вырăн пулмалла. Çавăн пекех магнитлă азбука, сас паллисем ÿкернĕ кубиксем, алфавитлă плакатсем туянса парсан аван. Сас паллисене ÿкересси, пластилинран тăвасси, конструктор пайĕсенчен пуçтарасси те кĕçĕн ÿсĕмрисемшĕн питĕ интереслĕ.
Тÿрех пур сас паллине те кăтартмалла мар. Темиçе сас палли ас туса юлнă хыççăн вĕсенчен сыпăксем туса пăхмалла, тĕрлĕ вăйăсем шутласа кăлармалла. Сăмахран, сас паллисем пĕр-пĕрин патне «хăнана» çÿреме пултараççĕ, çапла вара вĕсенчен сыпăксем тата сăмахсем пулса тăраççĕ. Çакăн пек вăйăсем валли кунне 10—15 минут уйăрсан çителĕклĕ пулĕ.
Ачана миçере вулама вĕрентме пуçламаллине татса калама çук. Ку вăл ачаран хăйĕнчен килет. Хăшĕсем виççĕрех вулама вĕренеççĕ, теприсем — пиллĕк-улттăра. Вĕрентме пуçланă çĕре ачан пуплевĕ лайăх аталаннă пулсан аван. Енчен те ачан сасăсем тĕрĕс тухаççĕ, сăмах пуххи пуян пулсан, ку вулама вĕренессине те çăмăллатĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *