Хисепсемпе туслашар-и?

Хисепсемпе туслашар-и?

Шкул çулне çитмен ачасене математикăна вĕрентме пуçласси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку ÿсĕмре вĕсем пур информацие те хăвăрт йышăнаççĕ, çĕнĕлĕхсене ас туса юлаççĕ. Апла пулин те, ачана хистесе шутлама вĕрентмелле мар. Чылай вăхăт унăн шутласси патне кăсăклăх çуралмасан та пултарать. Çавăнпа та шкул çулне çитменнисемпе пур занятие те вăйă евĕр йĕркелемелле.
Ача садне çÿрекенсене математикăн пуçламăш пĕлĕвĕсемпе воспитательсем паллаштараççĕ, апла пулин те, ашшĕ-амăшĕн те ку ĕçе хутшăнсан аван. Ача садĕнче вĕренекен программăна «Хисепсем тата шутлав», «Пысăкăш», «Форма» тата «Таврана тата вăхăта ăнкарни» кĕреççĕ.
Хăвăрăн ачăрпа таврари тĕрлĕ япаласене сăнама, шутлама, вĕсен формине палăртма пултаратăр. Сăмахран, лавккаран тин илсе килнĕ грушăпа пан улмисене шутласа хăшĕсем нумайраххине палăртма пулать. Ача саднелле утнă чухне йывăçсене сăнаса хăшĕ пысăккине, хăшĕ пĕчĕккине каласа пыма май пур. Унсăр пуçне йĕри-тавра тĕл пулакан хисепсем çине ачана кăтартма пулать. Çурт тата машина номерĕсем, реклама щичĕсем çинчи, сехетсем çинчи цифрăсем ачасемшĕн интереслĕ пулĕç.
Çавăн пекех ачана малта — хыçалта, сылтăмра — сулахайра ăнлавсене вĕрентмелле. Ĕнер, паян, ыран сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарма тăрăшмалла. Вак укçасем миçе тенкĕлĕх пулнине мĕнле пĕлмеллине каласа пани те ытлашши пулмĕ. Ку пĕлÿсем ачана малашне те питĕ кирлĕ пулĕç. Вĕсене вăл çирĕп ас туса юлтăр тесен, кашни кун нумай та вăхăт уйăрмалла мар. Ачашăн çак япаласем интереслĕ пулсан, вăл вĕсене вăр-вар ас туса юлать.
Н.ДОЛГОВА,
«Колосок» ача сачĕн воспитателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *