Пур ĕçре те хастар

Пур ĕçре те хастар

Хаçат вулаканĕсене пирĕн районтан тухнă пограничниксем çинчен «На страже границ Отечества» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларни çинчен нумаях пулмасть çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Кĕнеке пухса хатĕрлесси, ăна пичетлесе кăларасси пĕрре те çăмăл мар. Çавна май пограничниксен «Пограничное братство» республикăри обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕ çак кĕнекене калăплама пулăшакансене наградăсем парса чысланă. «За помощь и содействие ветеранскому движению» медале Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Людмила Зайцева тивĕçнĕ. Вăл çак кĕнекене кун çути кăтартас тĕллевпе вăй хунисенчен чи хастаррисенчен пĕри.
Сăмах май, Людмила Федоровна Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче нумай çул хушши шăпăрлансене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет. Çак хушăра çĕршер ача вăл тăрăшнипе вулама, çырма вĕреннĕ, шкул сукмакне кунран-кун такăрлатса кашни кун нумай çĕнни пĕлнĕ.
Кĕçĕн классене пĕлÿ паракан учитель профессине Людмила Федоровна чунĕ ыйтнипех суйласа илнĕ. Мĕн пĕчĕкрен юлташĕсемпе шкулла выляма юратнăскер, алла аттестат илсен нумай пуç ватман, Канашри педучилищĕне çул тытнă. Унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн ĕçленĕ хушăрах пĕлĕвне Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тарăнлатнă.
Людмила Зайцева вулама-çырма вĕрентнипе çеç мар, ачасемпе районти, республикăри конкурссене те час-часах хутшăнать. Акă, наукăпа практика конференцийĕнче унăн вĕренекенĕсем кашни çулах тенĕ пек районта пĕрремĕш вырăна тухнă, республика шайĕнче те хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне «Самый классный классный» конкурсра, уроксен фестивалĕнче тата ытти нумай конкурсра педагог хăйĕн професси ăсталăхне пĕрре мар кăтартнă.
Маттур вĕрентекенĕн наградăсен, Хисеп хучĕсемпе Дипломсен пухмачĕ питĕ пуян. Вĕсем хушшинче ЧР Патшалăх Канашĕн, ЧР Вĕренÿ министерствин, РФ Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотисем те пур.
Çак кунсенче Людмила Федоровна юбилей кĕрекине ларать. Эпир те, унăн ĕнерхи вĕренекенĕсем, ăна ăшшăн саламлатпăр, яланах паянхи пек чунпа çамрăк, хастар та маттур пулма сунатпăр.

Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *