Андриян Николаев асрах

Андриян Николаев асрах

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Андриян Николаев космонавт-летчика халалланă митинг иртнĕ. Паян пирĕн ентешĕмĕр пурăннă пулсан 89 çул тултарнă пулĕччĕ. Митинга Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.
«Эпир унăн паттăрлăхне ас тăватпăр. Вăл çăлтăрсем çинчен, космоса парăнтарасси çинчен ĕмĕтленнĕ, çакна пурнăçланă та. Мĕнпур ĕçе яваплăха туйса тÿрĕ кăмăлпа кÿлĕннĕ», — тенĕ Михаил Васильевич.
Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче ачасене малашлăхра Раççей Федерацийĕн Сывлăш-космос вăйĕсем валли специалистсем пулма вĕрентсе кăлараççĕ. «Унта ăс пухакансенчен ÿлĕмрен хăшĕ те пулсан хăйĕн пурнăçне авиаципе, космоспа çыхăнтарма пултарассине шанса тăратăп. Чăваш çăлтăрĕн сумлă ĕçне вĕсем малалла тăсасса ĕненетпĕр», — тенĕ вăл.
Андриян Николаевăн, Чăваш Енĕн мĕнпур çыннин Раççейшĕн пурнăçланă пархатарлă ĕçĕсем çамрăк ăрăва воспитани пама пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Çавăн пекех яш-кĕрĕмĕн кăмăл-туйăм сипетне аталантарма вăй-хăват кÿнине те палăртнă Михаил Игнатьев . Пуласлăхра пирĕн регионта тата та тепĕр музей çĕкленесси паллă, ăна космоса, авиацине халалласси куçкĕретех.
Астăвăм комплексĕн территорийĕнче радио çыхăнăвĕ йĕркеленĕ, çапла майпа виççĕмĕш космонавтăн тăван тăрăхĕнче йĕркеленĕ мероприятисем пирки тĕнчипех хыпарланă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *