Хаваслă шăнкăрав урока йыхравлать

Хаваслă шăнкăрав урока йыхравлать

Cентябрĕн 1-мĕшĕ — чи çутă та савăнăçлă уявсенчен пĕри. Çак кун янăракан пĕрремĕш шăнкăрав ачасемпе вĕрентекенсене вĕренÿ çулĕ пуçланни пирки пĕлтерет. Умра — тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе пуян вăхăт. Районти шкулсенче ачасене тарăн та паха пĕлÿ пама пурлăх никĕсне самай çирĕплетнĕ. Апла пулсассăн, вĕрен, ăнтăл, çирĕплен!
Пĕлÿ кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Петр Краснов Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче иртнĕ хаваслă линейкăна хутшăнчĕç. Чи малтанах шкул директорĕ Евгений Савельев пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă, олимпиадăсене хастар хутшăннă вĕренекенсене Мухтав хучĕсемпе Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Александр Осипов педагогсемпе вĕренекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп вăй-хал, ырлăх-сывлăх, тăрăшулăх сунчĕ.
Ăшă саламсем итленĕ хыççăн çĕнĕ 2018-2019 вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе янкăс саслă шăнкăрав янăрарĕ. Ачасем парта хушшине вырнаçрĕç, çуллахи кану хыççăн пĕлÿ тĕнчине çул тытрĕç. Ку шкулта кăçал парта хушшине пĕрремĕш хут 66 ача ларчĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн алăкĕсене кăçал пуçласа 52 вĕренекен уçрĕ. Вĕсене Татьяна Евгеньевна Варламова тата Татьяна Геннадьевна Лапшина педагогсем пĕлÿ тĕнчипе паллаштарĕç. Ачасем те шкула хавас кăмăлпа килни уçăмлăнах курăнать: алăра чечек çыххи, куçсем ялкăшаççĕ, сăн-питре йăл-кулă çиçет.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа педагогсене, шкул ачисене, ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене шкул директорĕ Георгий Перьев, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Инна Лепешкина ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çитĕнÿ, пултарулăх сунчĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пынă вĕренекенсене Мухтав хучĕсем парса чысларĕç. Шкул ачисем, пĕрремĕш класа каякан- сем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç, сăвăсем каларĕç.
Янăравлă сасăллă шăнкăрав пурне те урока йыхравларĕ.
Каннă хыççăн вĕренекенсем хавас кăмăлпа вĕренÿ çулне пуçлаччăр, пурне те ăнăçу, çитĕнÿ сунатăп.

А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *