Пятница, 19 апреля

Ĕç-хĕлпе паллашнă

Ĕç-хĕлпе паллашнă

Иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ визитпа пулнă. Вăл «Яллă вырăнсен тăнăçлă аталанăвĕ» программа проекчĕсем епле пурнăçланнипе паллашнă.
Урмаел ял тăрăхĕнче вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетни пирки хаçатăн иртнĕ номерĕсенче çырнăччĕ, унта, çавăн пекех, ытти ĕçсем те пурнăçланаççĕ. Тĕслĕхрен, Урмаел ялĕн кăнтăр енĕнче пыракан комплекслă çурт-йĕр строительствинех илер. Ĕçе пурнăçлаканĕ — «Строительная компания Свет» ООО.
Сергей Геннадьевич ĕçченсене объекта, маларах планланă пекех, вăхăтра памаллине аса илтернĕ, çавна май васкаса ĕçлеме сĕннĕ.
Çак кун министр «Дружба» ял хуçалăх производство коллективне çитсе унти ĕç-хĕлпе те тĕплĕн паллашнă, çĕр улми ани çинче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.
Сăмах май, районти икĕ хуçалăхра, «Слава картофелю» агрофирмăпа «Дружба» ЯХПКра, хальхи вăхăтра хĕрсех «иккĕмĕш çăкăра» пуçтараççĕ. Асăннă ĕçе 25,5 гектар çинче пурнăçланă, пĕр гектарти вăтам тухăç — 204 центнер.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *