Четверг, 25 апреля

Асăрханăр – ачасем!

Асăрханăр – ачасем!

Чăваш Енре «Асăрханăр — ачасем!» профилактика операцийĕ пуçланнă. Вăл августăн 23-мĕшĕнчен сентябрĕн 9-мĕшĕччен пырать. Патшалăх çул-йĕр инспекцийĕ çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсемпе тата ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе пĕрле ачасен çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă профилактика мероприятийĕсем ирттерет.
Çак операци вăхăтĕнче ГИБДД сотрудникĕсем ача-пăча учрежденийĕсен çывăхĕнчи çулсем çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ. Ачасене ларса пымалли ятарлă хатĕрсĕр турттаракансене çуран çÿрекенсем каçакан вырăнсене тата шкул автобусĕсене тĕрĕслеççĕ.
Патшалăх çул-йĕр инспекцийĕ ашшĕ-амăшĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май ачисене çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, мĕнле çулпа шкула тата килелле утмаллине тепĕр хут каласа ăнлантармаллине аса илтерет. Çавăн пекех ачасен тумĕ çинче çутă пайăркисене каялла яракан ярăмсем пулмаллине асра тытăр.
Д.СОЛОВЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *