Ют пурлăха хапсăннă

Ют пурлăха хапсăннă

Çынсем пĕр-пĕрин пурлăхне хапсăнни çинчен пĕрре кăна мар аса илтеретпĕр. Апла пулин те вăрланă тĕслĕхсен шучĕ чакмасть.
Акă, сăмахран Я. гражданин 2015 çулхи февраль уйăхĕнче К. гражданинăн картишĕнчен унăн лашине туянатăп, укçине март уйăхĕччен тÿлесе тататăп тесе 65 пин тенкĕпе сутакан лашана илсе тухса кайнă. К. темиçе хутчен аса илтерсен те Я. укçана тÿлесе татман.
Унтан Я. 2016 çулхи апрель уйăхĕнче çакăн пекех Г. гражданинăн ĕнипе вăкăрне илсе тухса кайнă. Вĕсемшĕн 100 пин тенке май уйăхĕччен тÿлесе тататăп тесе шантарнă та каллех çухалнă.
Октябрь уйăхĕнче вара çак çын С. гражданинран ĕне «туяннă», 35 пин тенкĕ укçине тепĕр уйăхчен тÿлесе татма шантарнă.
Çапла вара Я. виçĕ хутчен РФ Уголовлă Кодексăн 159 статйин 2-мĕш пайĕнче çырса кăтартнă преступление тунă — хăйне шаннипе усă курса çынсене улталанă, вĕсен пурлăхне вăрланă.
Вĕренĕн те вĕçĕ пур, теççĕ халăхра. Я.-н та çын шучĕпе нумай пуйса çÿреме май килмен. Елчĕк район сучĕ ăна айăпласа 2 çуллăха юсанмалли ĕçсене яма, ĕç укçинчен 20 процентне патшалăха куçарса пыма йышăннă.
Э.БИККУЛОВ,
ШĔМĕн районти уйрăмĕн следователĕ,
юстици аслă лейтенанчĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *