Маттур хĕрарăм

Маттур хĕрарăм

— Пурнăçа ача чухнех ветеринарипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ, — тет Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнакан Зинаида Гурьевна Максимова.
Йăлмахва ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Зинăн ури çине ĕне ытла çамрăкла пуснă. Часах хĕр пĕрчин амăшĕ çĕре кĕрет. Зинаида, çемьере виççĕмĕш ача пулнă май, ашшĕне яланах пулăшма тăрăшнă.
Ача чухнехи ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес тесе хĕрупаç, вăтам шкул хыççăн, Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ. Дипломлă специалист Комсомольски ветеринари лабораторийĕнче лаборанткăра ĕçлет. Кунта виçĕ çул тăрăшнă хыççăн Зинăна Хирти Сĕнтĕрти ветеринари участокне ертсе пыма шанаççĕ. 1987 çултан вăл Аслă Çĕрпÿелĕнче ветеринари фельдшерĕнче тăрăшнă. Вăл хальхи вăхăтра Йăлмахва ялĕнчи ветучастокра тимлет. 35 çул ветеринарта ĕçлекенскер, çумăрлă-юрлă, çил-тăманлă çанталăка пăхмасăрах, Хирти Сĕнтĕр тата Кайнлăк ял тăрăхĕсенчи 10 ялта чирленĕ выльăх-чĕрлĕхе пулăшу пама васкать.
— Йăшнă выльăха куçĕсенченех пăхса пĕлме пулать: вĕсенче асаплану, пулăшу ыйтни курăнать. Сипленĕ хыççăн тав тунă евĕр пăхни чуна савăнтарать, — тет ăста специалист.
Зинаида Гурьевнăна ĕçтешĕсем ĕçе тăрăшса, тĕплĕ пурнăçланăшĕн хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Сăмах май, вăл ĕçтешĕсенчен те çавнах ыйтать. Ял çыннисем, ĕçтешĕсем хушшинче вăл яланах хисепре.
Тăрăшуллă хĕрарăм мăшăрĕпе, Владимир Ильичпа, ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
— Ачасем те сиплев çулне суйлани уйрăмах кăмăллă. Ывăлăм, Николай, Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илчĕ. Людмила хĕрĕм вара, Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, Шупашкарти 1-мĕш клиника больницинче ĕçлеме тытăнчĕ те паянхи кунчченех çавăнта тăрăшать, — каласа парать «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята тивĕçнĕ Зинаида Максимова.
Ĕçри пуçарулăхпа тăрăшулăхшăн, ырми-канми ĕçленĕшĕн Зинаида Гурьевна пĕрре мар Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. 2015 çулта ăста специалиста Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă.
Маттур та пултаруллă ĕçчене çывхарса килекен ветеринари ĕçченĕн кунĕпе саламлатпăр.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *