Уй-хирте

Уй-хирте

Августăн 29-мĕшĕ тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13645 гектар çинче вырса çапнă, 32008 тонна тĕшĕленĕ. Пĕр гектарти вăтам тухăç — 24 центнер.
Тырăсен пуссинче 30 «хир карапĕ» ĕçлет. Комбайнерсен тăрăшулăхĕ ĕçĕсенчен курăнса тăрать: районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче хальхи вăхăтра кĕрхи культурăсене пурне те пуçтарса пĕтернĕ. Çавăн пекех 11 хуçалăх вырмана пĕтĕмпех вĕçленĕ.
«Слава картофелю» агрофирмăпа «Дружба» ЯХПКра ир çитĕнекен «иккĕмĕш çăкăра» кăларма тытăннă. Çĕрулмине хальлĕхе 25,5 гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Тухăçĕ — 204 центнер.
Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче рапса пуçтарма пикеннĕ. Асăннă кун тĕлне çак культурăна 30 гектар çинчен çапса илнĕ.
Хуçалăхсенче кĕрхисене акас ĕç малалла пырать. Ырашпа кĕрхи тулла 2212 гектар акнă, ку вăл палăртнин 44 проценчĕ шутланать. 4396 гектар çĕр ха-тĕрленĕ. Кĕрхи çĕртме те малаллах пырать. Ăна хальлĕхе 4770 гектар çинче пурнăçланă.
Хуçалăхсем 8683 тонна утă, 20340 тонна сенаж, 2730 тонна силос янтăланă.

В.НИКИФОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *