Воскресенье, 13 октября

Автобуссем хатĕр-и?

Автобуссем хатĕр-и?

Умра — черетлĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Районти шкулсем ачасене хăтлă та çутă пÿлĕмсенче кĕтсе илес тесе ырми-канми тăрăшнипе пĕрлех, вĕренекенсене илсе çÿрекен автобуссене те тĕрĕслевсем витĕр кăлараççĕ.
Акă, августăн 22-мĕшĕнче, шкул автобусĕсене тĕрĕслекен комисси членĕсем тĕп тата вăтам шкулсен автобусĕсем черетлĕ 2018—2019 вĕренÿ çулĕнче ачасене турттарма хатĕр пулнипе кăсăкланчĕç. Районти ÇÇХПИ начальникĕпе Николай Райковпа районти вĕренÿ пайĕн тĕп инженерĕ Николай Белков шкул автобусĕсене тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Сăмах май, асăннă автобуссем ачасене илсе çÿреме питĕ меллĕ, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем, шкул сумкисене хумалли ятарлă вырăн тата çулçÿреве çăмăллатма пулăшакан ытти хатĕр те пур.
— Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă çитменлĕхсене вырăнтах татса патăмăр. Автобуссен водителĕсемпе инструктаж ирттертĕмĕр. Водительсем пирки калас пулсан, вĕсем кашниех опытлă, руль умĕнче пĕрремĕш кун мар. Хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Документсем пурин те йĕркеллĕ, техника вара — юсавлă. Пĕр сăмахпа каласан — автобуссем ачасене шкула илсе çÿреме хатĕр, — палăртрĕ Николай Райков.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *