Пятница, 19 апреля

Вырма вĕçленет, кĕр аки вăй илет

Вырма вĕçленет, кĕр аки вăй илет

Районта августăн 23-мĕшĕ тĕлне «Рассвет», «Труд», «Искра» хуçалăхсенче вырма вĕçленнĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра та çак ĕçе вĕçлесе пыраççĕ.
Хуçалăх агрономĕ Василий Андреев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кĕр тыррисене 200 гектар çинче акса хăвармалла. Кун валли вăрлăхĕ те, çĕрĕ те хатĕр ĕнтĕ. Районĕпе вара çак ĕçе пурĕ 5051 гектар çинче пурнăçламалла.
Çак кунсенче Геннадий Мироновпа Алексей Карзаков механизаторсем икĕ сеялкăллă агрегатпа кĕрхи тулă акма тухнă.
— Геннадий агрофирма уçăлнăранпах ĕçлет. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех, ĕçсем вĕçленичченех, яра кун уйра тăрăшать: çĕр хатĕрлет, акать… Пĕр сăмахпа каласан, хушнă кашни ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлать. Вăл — шанчăклă механизатор, — тет Василий Андреев агроном Г.Миронов механизатор пирки.
Сеялка çинче Артемий Васильевпа Анатолий Ильин тар тăкаççĕ.
Акара чи пахи — хатĕр вăрлăхлăх тырра уя вăхăтра илсе çитересси. Çак ĕçе кунта Альберт Можаев водитель пурнăçлать. Вăл — КамАЗ автомашина водителĕ.
Сăмах май, агрофирмăра хальхи вăхăтра кĕрхи туллăн «Московская-39» сортне акаççĕ. Агроном асăннă сорта хĕл сиввинчен хăраманнипе, унăн тухăçлăхĕ пысăккипе ăна килĕштернине пытармасть.
Механизаторсен, ĕçченсен шухăш-кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. Вĕсем кĕр акине кĕске вăхăтра та пахалăхлă ирттерессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшаççĕ.
Сăмах май, ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсем пурĕ пĕрле 10753 гектар çинчи тырра çапса тĕшĕленĕ. Ку — палăртнин 68 проценчĕ. Кĕлете 24498 тонна «сарă ылтăн» кĕнĕ. Гектарти вăтам тухăç — 24 центнер. Хальлĕхе 8683 тонна утă, 20340 тонна сенаж, 2730 тонна силос хатĕрленĕ. Ырашпа кĕрхи тулла 883 гектар акнă. Çĕрулмине 12 гектар çинчен кăларнă, 244 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Кĕрхисем валли 4327 гектар çĕр хатĕрленĕ, 3215 гектар кĕрхи çĕртме тунă.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *