Ентешсем спортра маттур

Ентешсем спортра маттур

Курск облаçĕнче августăн 2—7-мĕшĕсенче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисем çĕршывăн 66 регионĕнчи 2100 хастара пухнă. Чăваш Ен чысне унта Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенчи спортсменсем хÿтĕленĕ. Атлетсем хăйсене чăннипех те тивĕçлĕ кăтартнă, çакна 4 ылтăн, 2 кĕмĕл тата 4 бронза медаль çирĕплетет.
Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышĕнче пирĕн район спортсменĕсем пулни вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Комсомольски тăрăхĕн маттур спортсменĕсем Галина Волкова /Çĕнĕ Каçал/, Владимир Калашников /Комсомольски/ çуллахи спорт вăййисене хутшăнса хăйсен ăсталăхне тĕрĕсленĕ. Галинăпа Владимир пĕлтернĕ тăрăх, Раççей шайĕнчи çуллахи спорт вăй-йисене вĕсем пĕрремĕш хут хутшăннă, халиччен республикăра, районта иртекен ăмăртусенче тупăшнă вĕсем. Çĕнтерĕвĕсем сахал мар хастар спортсменсен.
Галина Волковăпа Владимир Калашников утă çулакансен конкурсĕнче тупăшнă. Асăннă ăмăртура утă çулса çеç мар, чупса, хĕрарăмсем кĕлеткене çĕклесе, арçынсем туртăнса ăмăртнă. Галина Николаевна 5-мĕш вырăна тухнă.
— Республикăра утă çулакансен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă май, халĕ те çĕнтерÿçĕсен йышне лекме тĕллев лартнăччĕ. Шел пулин те, утă çулма «пиллĕклĕх» пĕлетĕп пулсассăн та ăмăртура çĕнтерейменшĕн кулянтăм, паллах. Апла пулин те Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнни татах та ăсталăха ÿстерет, сывлăха çирĕплетет, — терĕ Галина.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, маттур спортсмен 6-мĕш класрах алла çава тытнă. Вăрман хĕрринче пурăнаканскер унтанпа çавана алăран яман. Çуллахи вăхăтра Волковсем мĕн чухлĕ утă çулса хатĕрлемеççĕ пулĕ. Çак ĕçе вăл ывăлĕсене, хĕрне те явăçтарать.
Чăваш Ен команди пĕтĕ-мĕшле кăтартусемпе 17-мĕш вырăна тухнă. Регионта ял-салара мĕн чухлĕ çын пурăннине шута илсе хатĕрленĕ рейтингра вара — Чăваш Ен команди пиллĕкмĕш вырăнта.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *