Тăхăр теçетке хыçра

Тăхăр теçетке хыçра

Тутар Йăвашкел ялĕнче пурăнакан Алиабену Айнетдиновна Алимова çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ.
Али аппа Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшик ялĕнче çуралса ÿснĕ. Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан, ир пуçласа сĕм çĕрлеччен, хирте тăрăшнă, вăрманне те пайтах каснă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк хĕр тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă.
1953 çулта Тутар Йăвашкел каччипе Абдул-Борис Алимовпа çемье çавăрса икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ.
Али аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра пахча-çимĕç бригадинче тăрăшнă, кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Ахальтен мар ăна медальсем, Хисеп хучĕсем парса чыс тунă, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ маттур хĕрарăм.
Паянхи кун кинемей ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ăшпиллĕ те тарават кукамай-асаннене 13 мăнук тата вĕсен 7 ачи куç тулли савăнтараççĕ.
«Ачалăхăм вăрçăн йывăр çулĕсенче иртрĕ, тăраниччен çисе кураймарăмăр. Çăва тухсан вĕлтĕрен яшки нумай çинĕ, çавăнпа нумай пурăнатăп пуль», — куççульпе аса илет иртнĕ йывăр вăхăта ветеран.
— Çак çула çитсе те чирлесе больницăра выртса курман. Ачасем йĕркеллĕ ÿссе çитĕнчĕç, мăнуксем те ытарайми, вĕсемшĕн савăнатăп. Хăлха илтет, куçăм курать, пурăнасчĕ-ха, — тет кинемей.
Али аппана 90 çул тултарнă ятпа Комсомольски район администрациĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Осипов, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович Ракчеев ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕç, парнесемпе чысларĕç. Александр Николаевич Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ.
«Али аппа, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн, тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху нихăçан та ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен тата çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине, вĕсен юратăвне туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшÿ хуçалантăр», — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев ватта саламласа.
Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляра саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ватă çын хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, хисеплесе килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.

С.ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *