«Кино каçне» йыхравлатпăр

«Кино каçне» йыхравлатпăр

Пĕтĕм Раççейри «Кино каçĕ» акци кăçал пирĕн республикăра виççĕмĕш хут иртет. Вăл августăн 25-мĕшĕнче 20 сехетре пуçланать. Республикипе пурĕ 100 ытла площадкăра пĕр вăхăтрах кино курма пулĕ.
Ку акцие Кино фончĕ РФ Культура министерстви пулăшнипе йĕркелет. Кино фончĕ пĕтĕм Раççейре пыракан акци вăхăтĕнче мĕнле киносене курас килни çинчен çынсем хушшинче сасăлав ирттернĕ.
Онлайн-сасăлавра  «Танки»  /режиссерĕ — Ким  Дружинин/,  «Рубеж»  /режиссерĕ — Дмитрий  Тюрин/,  «Последний  богатырь»    /режиссерĕ — Дмитрий Дьяченко/ кинолентăсем мала тухнă.
Кино каçĕнче фильмсене кашниех тÿлевсĕр пăхма пултарать. Кăмăл тăвакансене августăн 25-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану паркĕн уçă площадкине тата Урмаелĕнчи культура çуртĕнчи «Урмай» кинозала йыхравлатпăр. Мероприяти 20 сехетре пуçланать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *