Четверг, 25 апреля

Пассажирсене турттарасси – тĕп вырăнта

Пассажирсене турттарасси – тĕп вырăнта

«Чăвашавтотранс» предприяти вырăнне уйрăм турттаракансем ĕçлеме пуçланăранпа часах уйăх çитет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, регионта транспорт пур, хальлĕхе пассажирсене вăхăтлăх турттаракансем ĕçлеççĕ.
ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пассажирсене турттарасси кашни кун мĕнле пулса пынине тĕрĕслет. «Пассажирсене турттаракан патшалăх предприятийĕ ĕçлеме пăрахнине кура пассажирсене турттарассин пахалăхĕ чакмалла маррине эпир ăнланатпăр. Ведомство çĕнĕ турттаракансене вăхăтлăх карттăсем панă. Хальхи маршрутсен сетьне сыхласа хăварас тесе мерăсем йышăнатпăр», — палăртнă ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов.
Министерство çавăн пекех турттаракансен транспорт хатĕрĕсем маларах заявка панисемпе пĕр килнине те тĕрĕслет. Вăтам калăпăшлă автобуссем вырăнне пĕчĕккисем çула тухнă тĕслĕхсене тупса хăш-пĕр турттаракансен маршрут карттисене каялла илни те пур.
Муниципалитетсем хушшинчи маршрутсемпе çыхăннă ыйтусене хăвăрт татса пама 8/8352/ 62-48-65 номерлĕ хĕрÿ лини ĕçлет. Енчен те эсир автобус маршручĕсем çинче тĕрлĕ чăрмавсемпе тĕл пултăр пулсан, информацие çак адрессемпе ярса пама пултаратăр: mintrans_ avto@cap.ru, mintrans_raz@cap.ru.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *