Ачасем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр

Ачасем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр

Паянхи кун çул çитмен çамрăксем саккун йĕркине пăсни çине пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Ачаллах преступлени çулĕ çине тăни вара — уйрăмах хăрушă. Ачасем, çамрăксем тĕрĕс çул çинчен ан пăрăнччăр тесе чи малтанах пирĕн, çитĕннисен, тимлемелле. Çул çитменнисем чылай чухне хăйсем тĕрĕс мар утăм тунине ăнланмасса та пултараççĕ-çке. Çак темăна район администрацийĕн ятарлă программăсен уйрăмĕн начальникĕпе Дмитрий Галкинпа сÿтсе яврăмăр.
— Ырă кун пултăр. Çул çитменнисем йĕркене пăснă тĕслĕхсем çинчен хальхи вăхăтра час-часах илтме пулать. Ачасемпе çамрăксем мĕншĕн тĕрĕс мар çул çине тăраççĕ-ха?
— Пĕтĕмĕшле илсен, кашни çынах преступлени тума пултарать. Анчах та чылайăшĕ хăйне йĕркеллĕ тытма тăрăшать, пурнăçра тÿрĕ çул суйласа илсе саккуна пăхăнса пурăнать. Çитĕннисем ытларах чухне мĕн тусан мĕн пуласса лайăх ăнланаççĕ, мораль нормисене, гражданла тивĕçĕсене пăхăнса пурăнаççĕ. Ачасем вара час-часах хăйсем мĕн тунине тĕрĕс хак параймаççĕ, саккуна хирĕç тунă ĕçсене хăйне евĕр илĕртÿллĕ вăйă пек йышăнаççĕ. Е тата аслисем хĕтĕртнипе, юлташĕсем умĕнче «чăнкăн» курăнас килнипе йĕркене пăсаççĕ. Çакă вара мĕнле сиен патне илсе килессе ăнланмаççĕ. Раççейре çулсерен 145 пин ытла преступление çул çитменнисем тăваççĕ. Вĕсенчен кашни 5-мĕшĕ воспитани колонине çакланать. Унсăр пуçне ятарлă шкулсене лекекенсем чылай, наркологи диспансерне çакланакансем те пур.
— Çул çитменнисем ытларах чухне право йĕркине мĕнле майпа пăсаççĕ-ха, мĕнле преступленисем тăваççĕ?
— Тĕрĕс çултан пăрăнма пуçлани çак ĕçсенче палăрать: вĕсем уроксене час-часах сиктереççĕ, пирус туртаççĕ, эрех ĕçеççĕ, япăх ушкăнсемпе çыхланаççĕ, суяççĕ, лайăх мар сăмахсемпе калаçаççĕ, стенасем, партăсем çинче ÿкереççĕ, хирĕçÿллĕ лару-тăрура чăмăрĕсене хута яраççĕ. Преступленисене пăхсан вара, ачасемпе çамрăксем мĕн те пулин вăрланă, çаратнă тĕслĕхсем нумай. Çавăн пекех çынна хĕненĕ, вĕлернĕ тĕслĕхсем те пур. Палăртмалла: хăш-пĕр преступленисемшĕн 14 çултанах уголовлă яваплăх пуçланать.
— Çамрăксем алкоголе ирех тутанма пуçлани çинчен те каласа хăварас килет…
— Чăнах та, халĕ çамрăксем эрех-сăрапа ир интересленме пуçлаççĕ. Уйрăмах куçăм тапхăрĕнче вĕсен хăйсем çитĕннине ĕнентерес, ушкăнра ыттисенчен «катăк мар» пулас килет. Çавăнпа вĕсем алла черкке тытаççĕ, пирус мăкăрлантараççĕ. Ку, паллах, пурне те пырса тивмест. Уйрăмах ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекенсем, тăлăх ачасем, эрех-сăрапа иртĕхекен ашшĕ-амăшĕн ачисем, çын витĕмне çăмăллăнах кĕрсе ÿкекенсем хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ. Кун пек чухне наркотик тутанасси те инçе мар.
— Ачасем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр тесе мĕн тумалла-ха пирĕн, çитĕннисен?
— Ашшĕ-амăшĕн ывăлĕ-хĕрĕ мĕнле вĕреннине, кампа туслă пулнине, канăва мĕнле йĕркеленине пĕлсе тăрсан аван. Çапах та ытлашши хытă тĕрĕслесе тăни те вырăнсăр. Унсăрăн ача ашшĕ-амăшне шанма пăрахать, суйма, пулни-иртнисене пытарма пуçлать. Чуна уçса калаçма урамра туссем тупать. Ачасене мĕн пĕчĕкрен яваплăха туйма, йăнăш тунине тÿрлетме вĕрентме тăрăшмалла, çын япалине илме юраманнине аса илтерсех тăмалла, эрех-сăра, пирус сиенне каласа ăнлантармалла. Чи кирли вара — ашшĕ-амăшĕ хăйсем лайăх тĕслĕх кăтартни. Енчен те çитĕннисем хăйсене тивĕçлĕ тытмаççĕ пулсан, мĕн кĕтеççĕ-ха вĕсем тĕпренчĕкĕсенчен?
— Юлашкинчен хаçат вулаканĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Ачăрсене нумайрах тимлĕх уйăрма тăрăшăр. Çемьере хăтлăх, килĕшÿпе лăпкăлăх хуçалансан ачасем те хăйсене юратнине туяççĕ, ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ.
А.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *