Ÿт-тир ракĕнчен сыхланар

Паян эпир ÿт-тир ракĕ, унран мĕнле сыхланмалли çинчен калаçма хаçат тĕпелне Республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕн дерматовенерологне Татьяна Иголкинана йыхравларăмăр.
— Татьяна Николаевна, каласамăр, ÿт-тир ракĕ час-часах тĕл пулать-и?
— Ÿт-тир ракĕпе арçынсем те, хĕрарăмсем те час-часах чирленине палăртмалла. Усал шыçăпа чирлессине пăхсан пирĕн çĕршывра ÿт-тир ракĕ арçынсен ÿпке ракĕ хыççăн, хĕрарăмсен кăкăр ракĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать.
— Мĕнле сăлтавсене пула ÿт-тир ракĕ аталанать-ха?
— Асăннă чире час-часах ультрафиолет пайăркисемпе хĕвел радиацийĕ пуçарса яраççĕ. Чылайăшĕ хĕвел çинче нумай вăхăт хĕртĕнни усăллă тесе шутлать. Чăннипе вара ÿт хĕвелпе хăмăрланни вăл ультрафиолет пайăркисемпе сиенленнине кăтартать. Хĕвеле пула ÿтре тĕрлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ. Чылай чухне вĕсем кĕлеткен уçă пайĕсенче — питре, алăсем çинче палăраççĕ. Çапла вара ÿт хăвăртрах ватăлма пуçлать, тур паллисем тата пигмент пăнчисем усал шыççа куçма пултараççĕ, ÿт-тир ракĕ пуçланас хăрушлăх ÿсет. Ультрафиолет пайăркисем час-часах пысăк дозăпа ÿт çине лексен меланома аталанма пултарать. Енчен те ача чухнех хĕвелпе ÿте çунтара-çунтара янă пулсан, каярахпа ÿт-тир ракĕ пуçланас хăрушлăх тата та пысăк. Уйрăмах кăвак куçлă, хĕрлĕ çÿçлĕ, çутă ÿтлĕ, нумай тур паллиллĕ, пысăк тур паллиллĕ çынсен асăрхануллă пулмалла.
— Юлашки вăхăтра солярисене çÿресси модăна кĕчĕ. Вĕсене час-часах çÿрени вара сывлăхшăн сиенлĕ мар-и?
— Асăрхаттаратăп: специалистсемпе канашламасăр нимĕнле солярисене те çÿремелле мар. 2009 çулта Рака тишкерекен пĕтĕм тĕнчери агентство солярие тата ультрафиолет лампăсене канцерогенсен списокне кĕртнĕ. Çакă солярисем усал шыççа пуçарса яма пултарнине официаллă майпа çирĕплетнине пĕлтерет.
— Тĕрлĕ сурансем, хими япалисем ÿт-тир ракĕн сăлтавĕ пулма пултараççĕ-и?
— Пĕр вырăна çĕнĕрен те çĕнĕрен суранлатсан унта ÿт-тир ракĕ аталанма пултарать. Яланах пĕр вырăнти ÿт сиенленнипе, тĕслĕхрен, протез хăшканипе, усал шыçă пуçланнă тĕслĕхсем нумай.
Хими япалисенчен вара тикĕт, сĕрмелли материалсем, табак тĕтĕмĕн пайĕсем канцерогенсем шутне кĕреççĕ. Вĕсем чылай вăхăт кунран-кун ÿт çине лексен, çакă чире пуçарса яма пултарать.
Хăш-пĕр чирсем вăхăт иртнĕçем ÿт-тир ракне куçма пултарнине те çирĕплетнĕ.
— Кашни чирех маларах сиссе сиплеме пуçласан аван. Ÿт-тир ракĕ аталанма пуçланине мĕн тăрăх пĕлме пулать-ха? Чире епле уйăрса илмелле;
— Час-часах чирĕн малтанхи тапхăрĕнче нимĕнле улшăнусем те курăнмаççĕ. Çавăнпа та çынсем тухтăр патне васкамаççĕ. Рак пуçланни çинчен темиçе эрне иртмен суран, майĕпен ÿссе пыракан пăнчă, тĕсне е формине улăштарнă тур палли систереççĕ. Çак вырăн хĕрелсе тăрать, кĕçĕтет, ыратать, юнланса тăрать, ÿт сĕвĕнет. Ÿт-тир ракĕ çăварта е сăмса шăтăкĕнче, пуç тирĕ çинче те аталанма пултарать. Вăл малалла ÿссе тĕрлĕ органсене сиенлет. Тĕслĕхрен, пит çинчи ÿт-тир ракĕ хăлхана, куçа, сăмсана, пуç мимине сиенлеме пултарать, вĕсен ĕçне пăсать.
Ракăн пур тĕсĕ те çак симптомсемпе палăрать: аппетит чакать, вăй пĕтет, çыннăн виçи чакать, усал шыçăпа çывăх вырнаçнă лимфа тĕввисем пысăкланаççĕ, хăш-пĕр чухне сăлтавсăрах ÿт температури хăпарать /37,5 градус таран/. Çак паллăсем пур пулсан, пĕр тăхтамасăр специалист патне каймалла, чире вăхăтра сиплеменни йывăр сиен кÿрет.
— Ÿт-тир ракĕ ан аталантăр тесен мĕн тумалла-ха?
— Хĕвел вăйлă хĕртнĕ чухне ÿте май килнĕ таран хуплама тăрăшмалла, хĕвел çинче нумай çÿремелле мар. Уйрăмах ачасен, ватăсен, ача кĕтекен хĕрарăмсен, нумай тур паллиллĕ çынсен асăрхануллă пулмалла. Çемьере онкологи чирĕсемпе чирленисем пур пулсан та хĕвел çинче сахалрах хĕртĕнме тăрăшмалла. Чылай вăхăт иртмен сурансене тухтăра кăтартмалла, вăхăтра сиплемелле. Пĕçертнĕ вырăнсем пур пулсан, вĕсене суранласран асăрхаса тăмалла. Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласемпе ĕçленĕ чухне харпăр хăй гигиена правилисене пăхăнмалла.
— Хаçат вулаканĕсене мĕн суннă пулăттăр?
— Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сунас килет. Витаминсемпе шыçăсенчен сыхлакан çимĕçсем çинчен ан манăр. Вĕсен шутне помидор, кăмпа, слива, персик, абрикос, сухан, ыхра тата ытти те кĕрет. Хăвăрăн кĕлеткене вăхăт-вăхăт тĕрĕслесех тăрăр. Енчен те иккĕлентерекен вырăнсем пур пулсан, вĕсене тухтăра кăтартăр. Асра тытăр: чиртен асăрханасси сипленессинчен аванрах. Мĕн чухлĕ маларах сиплеме тытăнатăр, çавăн чухлĕ хăвăртрах чир парăнать.
Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *