Четверг, 25 апреля

Пултаруллă композиторăн черетлĕ çитĕнĕвĕ

Михаил Луков композитора пурсăмăр та аван пĕлетпĕр. Вăл — 200 ытла юрă авторĕ. Вĕсем пурте оркестрланса-фонограммăланса юрланнă.
Сăмах май, Михаил Владимирович оперăра юрламалли юрăç. Унсăр пуçне ентешĕмĕр — Константин Иванов шăрçаланă «Нарспи» поэма тăрăх ÿкернĕ кино режиссерĕ те. Михаил Луков баянпа та ăста вылять. Шупашкарти музыка училищине пĕтернĕ хыççăн 1993 çултан пуçласа 1995 çулччен Комсомольскинчи искусство шкулĕнче аккомпаниатор-баянистра тăрăшнă. Çав вăхăтрах Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче музыка учителĕнче ĕçленĕ. Пултаруллăскер учительсенчен тăракан тăватă саслă хор йĕркеленĕ.
Çамрăка çутă пуласлăх малаллах йыхравлать. Ĕмĕт-тĕллевсем… Питĕ чылай вĕсем. Шутланине пурнăçа кĕртес тĕллевпе арçын Саратов хулине çул тытать. Вăл асăннă хулара консерватори пĕтерет. 2000 çулсенче Чăваш академи капеллинче ĕçлет. Каярах Михаил Владимирович композитор ĕçне явăçнă та халĕ те, паянхи кун та, çак енĕпе тимлет.
Мăшăрĕпе, Надежда Александровнăпа, икĕ ача çитĕнтернĕ. Дима ывăлĕ Шупашкарта пурăнать. Хĕрĕ вара, Лариса, ашшĕ пекех кĕвĕ-çемĕ тĕнчине суйласа илнĕ. Вăл Камчаткăри Ключи поселокĕнче çар оркестрĕнче тăрăшать. Чиперкке унта флейтăпа вылять.
Нумай пулмасть артистăн тепĕр ĕмĕчĕ те пурнăçланнă — вăл Новосибирск облаçĕнче Геннадий Заволокин ячĕпе иртнĕ 5-мĕш «Играй, гармонь!» фестиваль-конкурсра лауреат ятне çĕнсе илнĕ
— Çак шухăш мана тахçантанпах канăç памастчĕ, — тет хастар купăсçă.
Фестивале Раççейĕн 60 регионĕнче пурăнакан талантсем, çавăн пекех Германи, Казахстан, Кыргызстан, Беларуç, Украина тата Израиль çĕрĕсенчен килсе çитнĕ хăнасем хутшăннă. Чăваш Енрен — Етĕрнепе Канаш тата Комсомольски районĕсен таланчĕсем. Çавăн пекех Шупашкарти «Эревет» ансамбль те унта хутшăннă. Тупăшу питĕ хĕрÿ иртнĕ. Жюрие чи лайăх купăсçăсене тупса палăртма çăмăлах пулман.
«Чи лайăх купăсçă» номинацире Михаил Луков лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Паллă артист малашне те çакăн евĕр фестиваль-конкурссене хутшăнас ĕмĕт-тĕллевлĕ. Çавăнпа вăл хăйĕн ăсталăхне яланах туптать. Эпир те ăна çак ятпа ăшшăн саламлатпăр, творчествăра ăнăçу сунатпăр.

А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *