Вторник, 16 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте комбайнерсем ăмăртса ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — тĕш-тырра вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса кĕртесси.
Августăн 13-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6210 гектар вырнă. Ку вăл, палăртнин 39 проценчĕ шутланать. Пурĕ 14621 тонна тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектарти вăтам тухăç — 24 центнер.
«Слава картофелю» агрофирмăра ир пулакан çĕрулми кăлараççĕ.
Пушаннă лаптăксенче хуçалăх ĕçченĕсем кĕрхи культурăсене аксах пыраççĕ. Тĕслĕхрен, ырашах илер. Çак культурăна хальлĕхе 85 гектар çинче акса хăварма ĕлкĕрнĕ. Кĕрхисем валли 3602 гектар çĕр хатĕрленĕ.
Районти хуçалăхсем çавăн пекех выльăх апачĕ те хатĕрлеççĕ: 8110 тонна утă янтăланă, 20340 тонна сенаж хывнă.
В.НИКИФОРОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *