Чăваш Республикин Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем: «Çынсем кашни çулах кăмпапа наркăмăшланаççĕ», — тесе пĕлтереççĕ. Сăлтавĕ вара — наркăмăшлă тата çиме юрать тесе йышăннă кăмпасене çини. Апат хатĕрленĕ вăхăтра кăмпапа тĕрĕс мар усă курни те тепĕр чух инкекпе вĕçленме пултарать.
Тĕслĕхрен, çиме юрăхлă кăмпасене /шурă, хурăн, ăвăс кăмписем, сар кăмпа…/ пĕçернĕ хыççăн пĕр хăрамасăрах çиме юрать. Анчах та вĕсене çамрăк чухне кăна пуçтармалла. Çемçешке, ватăлнă, хуртлă кăмпасене пухни сывлăхшăн сиенлĕ. Çакна та асра тытăр: вăрман çимĕçне, татнă хыççăн, пĕçермесĕр нумай тытма юрамасть. Мĕншĕн тесен вăл питĕ хăвăрт пăсăлать.
Çиме юрать тесе йышăннă кăмпасене /хыр кăмпине, кăрăçа, яка кăмпана тата ыттисене те/ пĕр-икĕ кун сивĕ шывра, ăна кунне 3—4 хут улăштарса, тытнă хыççăн çеç çиме юрать. Кăмпа пĕçернĕ шыва тăкмалла. Кăтра кăмпана, тĕслĕхрен, 15—20 минут хушши икĕ хутчен пĕçермелле.
Тислĕк кăмпи, шăна кăмпи, ут тути /свинушка/ — питĕ хăрушă кăмпасем. Вĕсенчи наркăмăш кирек епле пĕçерсен те пур пĕрех тухса пĕтмест. Ут тутине çиме юрать тесе йышăннă кăмпасен йышне кĕртнĕ пулнă, анчах та унта мускарин наркăмăша тупнă. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ăна çиме, унран апат хатĕрлеме сĕнмеççĕ.
Вăрмана опытлă кăмпаçăпа кайни сире юрăхлă кăмпа пухма пулăшĕ. Ачасене картишĕнче, çул-йĕр хĕррисенче кăмпа татма юраманнине каласа ăнлантарăр.
Наркăмăшланни 2—6 сехетрен кăна палăрать. Кăмăл пăтранать, хăстарать, ăш касать, çăвар типет, вăй çук.
Енчен те кăмпапа наркăмăшланнине сисрĕр пулсан тÿрех васкавлă пулăшу чĕнмелле. Тухтăрсем çитиччен чирлĕ çынна пирвайхи пулăшăва килтех пама тытăнмалла: чăн малтанах апат хуранне наркăмăшлă апатран тасатмалла. Организмра шыв чылай пĕтнине шута илсе наркăмăшланнăскере хура чей ĕçтермелле. Алкогольлĕ шĕвек ĕçни наркăмăша организмра хăвăртрах сарăлма пулăшать.
АСРА ТЫТĂР:
— кăмпа пуçтариччен чăн малтанах вĕсемпе кĕнеке урлă паллашăр;
— хăвăр палламан кăмпана, вăл епле хитре пулсан та, ан татăр;
— вăрмана опытлă кăмпаçăпа анчах кайăр, ăна епле хатĕрлемеллине те унранах ыйтса пĕлĕр;
— нихăçан та чĕрĕ кăмпана тутанса ан пăхăр;
— кăмпа пĕçернĕ шыва тăкăр, унпа усă курма юрамасть;
— енчен те кăмпана пасарта туянтăр пулсан, сутуçăран пасар лабораторийĕнче экспертиза ирттерни çинчен калакан справкăна ыйтма ан манăр;
— хула, çул-йĕр хĕррисенче пуçтарнă кăмпана ан татăр.
А.ДЕНИСОВА
хатĕрленĕ.