Валентина Тараватăн «Асамлă çăмха» кĕнеки пичетленчĕ
Ачалăх — хаваслă вăйă-кулă, хуйхă-суйхăсăр кану, асамлă юмах вăхăчĕ. Пĕчĕк чухне кăна кунсем çав тери вăрăм тăсăлнăн туйăнать, ĕмĕтсем вара çутă та харсăр. Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть пичетленнĕ кăларăм — Валентина Тараватăн «Асамлă çăмха. Волшебный клубочек» сăвăсен пуххийĕ — шăпах ачалăх тĕнчине йыхравлать. Кĕçĕн çулхи вулакансем валли хатĕрленĕскер чăвашла тата вырăсла кун çути курнă. Кĕнекен редакторĕ — О.М. Иванова, ÿнерçи — А.И. Алексеев, тиражĕ — 1000 экземпляр.
«Асамлă çăмха» — ахаль кĕнеке мар, ăна кутăн-пуçăн çавăрса вуламалла. Пĕрремĕш хуплашки çинче симĕс курăк çийĕн çаруран утса пыракан пĕчĕк ачана куратпăр, ырă сăнлă амăшĕ аллисене пепки енне тăснă. Ку хуплашка чăвашла сăвăсене пĕрлештерсе тăрать. Ăна тепĕр май çавăрсассăн çăмха хыççăн утакан арçын ачана асăрхатпăр. Ку хуплашка айĕнче вырăсла сăвăсем пуçтарăннă. Мĕнлерех çăмха-ши вăл? Кăна кĕнекери сăвăпа паллашсассăн пĕлетпĕр:
Вăл вĕрентрĕ калаçма,
Вуламашкăн, юрлама…
Тимлĕ итлесен хăлха —
Чăн асамçă çак çăмха.
Акă мĕнлерех маттурскер иккен вăл!
Сăвăсенчи сăнарсем — вăр-вар та ĕçчен, тавçăруллă та харсăр арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем. Вĕсем аслисене хаваспах пулăшаççĕ /«Кĕвенте», «Юсав», «Кăмпара», «Пахчара»/, ялан мĕн те пулин çĕнни пĕлме ăнтăлаççĕ, çут çанталăк пулăмĕсене сăнанă май тавралăх илемне хаклама вĕренеççĕ /«Хĕллехи каç», «Кăчкă», «Тĕлпулу», «Шуçăм»/. Килти выльăх-чĕрлĕхе те юратсах пăхаççĕ шăпăрлансем, сăмахран:
Ыр ут ÿстеретĕп.
Тур лашам чăпар.
Сĕлĕ çитеретĕп,
Ÿстĕр вăл патвар.
/«Харсăр ут»./
Мĕнре-ши ачасен çитĕнĕвĕн тупсăмĕ? «Асамлă çăмхара» упранмасть-ши вăл? Эппин, унпа туслă пулмалла, ăна алăран вĕçертмелле мар.
О.АВСТРИЙСКАЯ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *