Вторник, 16 апреля

Вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Иртнĕ эрнере ятарлă комисси районти вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем çĕнĕ вĕренÿ çулне пĕтĕм яваплăха туйса тĕплĕн хатĕрленнине палăртнă. Кĕске вăхăтрах кабинетсенче, шкул çулне çитмен ачасен пÿлĕмĕсенче, столовăйсенче, спорт тата музыка залĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Хăш-пĕр кабинетсенче чÿрече блокĕсене улăштарнă.
Шкул таврашĕнчи территорие тирпейлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Тĕмсене касса илемлетнĕ, бордюрсене шуратнă, клумбăсенче — илемлĕ чечексем.
Комисси тĕрĕсленĕ 24 вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине палăртнă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *