Понедельник, 27 мая

Бюджет вырăнĕ нумайрах

Бюджет вырăнĕ нумайрах

Шкултан вĕренсе тухнисене кăçал республикăри 14 аслă тата 26 професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче йышăнаççĕ. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхипе танлаштарсан аслă тата вăтам шайри професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче 663 бюджет вырăнĕ нумайрах. Квалификациллĕ рабочисем, служащисем хатĕрленĕ çĕрте вара бюджет вырăнĕсем чакнă.
Вузсене куçăн майпа бюджет вырăнĕсенче вĕренме 16 пине яхăн заявлени панă. Пĕтĕмĕшле конкурс вăтамран пĕр вырăна 6,2 çынпа танлашнă.
Александр Степанович палăртнă тăрăх, ЧПУри конкурс пĕр бюджет вырăнне 8,1 çынпа, ЧППУра — 7,6 çынпа, Мускав политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнче — 7,4 çынпа, МАДИн Атăл çи филиалĕнче — 6,2 çынпа, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 5,2 çынпа танлашать. Çав вăхăтрах хăш-пĕр специальноçпа конкурс тата та пысăкрах. Çакă абитуриентсем темиçе вырăна заявлени панипе те çыхăннă.
Çамрăксене уйрăмах экономика, менеджмент, юриспруденци, патшалăх тата муниципалитет управленийĕ, педагогика пĕлĕвĕ          /икĕ профильлĕ вĕренÿ/, стоматологи, педиатри, сиплев ĕçĕ, строительство, хăйне евĕрлĕ çуртсен строительстви, професси вĕренĕвĕ, электроэнергетика тата электротехника илĕртеççĕ.
Техникумсемпе колледжсенче куçăн майпа вĕренме документсене августăн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Енчен те вырăнсем юлсан ку вăхăта ноябрĕн 25-мĕшĕччен тăсаççĕ.
Вăтам шайри специалистсене хатĕрленĕ çĕрте конкурс пĕр бюджет вырăнне вăтамран 1,9 çынпа танлашать. Шупашкарти медицина колледжĕнче ку кăтарту 4,1 çын, Шупашкарти электромеханика колледжĕнче — 3,5 çын, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче — 3,2 çын, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче — 3,1 çын, Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче — 2,8 çын.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *