Вăр-вар, маттур Галина

Вăр-вар, маттур Галина

Вăл Хирти Мăнтăр ялне качча килнĕренпе 42 çул çитнĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Галинăн Асанкассинче иртнĕ. Мăшăрĕпе, Николай Кириллович Валетовпа вĕсем 3 ывăл çуратса ÿстернĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă. Иккĕшĕ те ир-ирех ĕçе васканă. Николай Кириллович шкулта, ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе чунтан тăрăшнă, Галина Петровна вара выльăхсем патне васканă. Кил-тĕрĕшре хунямăшĕ пулнă, ачисене пăхнă.
Шел пулин те çакăн пек телейлĕ вăхăт нумая тăсăлман, мăшăрĕ 50 çултах ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă вĕсенчен. Галина Петровнăшăн çав вăхăтра пĕр пурнăç тĕллевĕ те, интересĕ те пулман, нимĕн тума та алă çĕкленмен.
Ачасене чун-чĕререн юратни вăй илме пулăшнă ăна.
— Эпĕ те пулмасан мĕнле пурăнаççĕ вĕсем, кам пулăшĕ вĕсене; — çакăн пек шухăшсем хыççăн вăй илнĕ вăл. Икĕ ывăлĕ çитĕннĕ-ха, кĕçĕннине ура çине тăратмалла.
Ĕçпе йăпанчĕ Галина Петровна. Малтанхи вăхăтра кил-тĕрĕшре тирпейленĕ хыççăн ĕçе чупатчĕ. Вăл Йăлмахва ялĕнче зоотехникра тăрăшатчĕ. Çав вăхăтра мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе ура çине тăратман-ши, каласа та пĕтереймĕн;
Халĕ Галина Петровна тивĕçлĕ канура. Апла пулин те пĕр самант та ахаль лармасть, пахча çимĕç нумай çитĕнтерет. Пахчара тирпейлĕ те таса, çумкурăк ÿснине кураймастăн унта. Умри пахчари чечексем илемĕпе илĕртеççĕ. Пыл хурчĕсен вĕллисем те кунта вырăн тупнă. Пурне те вăхăтра туса ĕлкĕрет ĕçчен хĕрарăм. Выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли.
— Ачасем сĕт-çу, аш-какайран ан татăлччăр, — тет Галина Петровна.
Ывăлĕсем те амăшĕн тивлетне мала хурса, унăн сăмахне итлесе пурăнаççĕ, ăна питĕ хисеплеççĕ. Тăван киле час- часах çитеççĕ, май килнĕ таран пулăшса тăраççĕ.
Аслă ывăлĕ Валерий аслă пĕлÿ илнĕ, амăшĕн çулне суйласа илнĕскер, вăл — выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ, вăталăххи — Алексей чылай çул полици уйрăмĕнче вăй хурать, кĕçĕнни — Владимир — электрик. Пурте çемье çавăрнă, ача-пăчаллă.
Çакăн пек ырă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ ывăлсем çуратса ÿстернĕ Галина Петровна. Вăр-вар та маттур, ĕçчен те пултаруллă çыннăмăр çак кунсенче, çуралнă кунне паллă тăвать, Эпир ăна çак ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр.

В.НИКИФОРОВА.
Аслă Чурачăк ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *