Вторник, 23 апреля

Васильевкăра – ял уявĕ

Васильевкăра – ял уявĕ

Чăваш ялĕсем уçă сывлăшпа, илемлĕ вырăнсемпе, ырă та тарават çынсемпе пуян. Яла пырса кĕрсен таврари илем чун-чĕрене тыткăнлать, ешĕл курăклă, варкăш çил çинче шĕпĕлтетсе ларакан йăмрасемлĕ урамсем хăйсен ытамне илеççĕ. Ялта çуралса ÿссе халь пысăк хулара кун кунлакансем чĕрене çывăх вырăна çитсе килме канмалли кунсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Васильевка ялне пырса кĕрсен кунтан каялла каяс та килмест. Ялĕ пĕчĕк, 31 хуçалăх çеç пулсан та, ытарайми илемпе уйрăлса тăрать кунти тавралăх. Йĕри-тавра ăна вăрман хупласа илнĕ, вăл ял çыннисене хăйĕн парнисемпе час-часах савăнтарать. Çырли-кăмпи, милĕкĕ, мăйăрĕ, вутти, утти, тĕрлĕ сиплĕ курăкĕ — вăрман пуянлăхĕшĕн кашниех хавас. Ял çумĕнчех пĕве сарăлса выртать. Унта час-часах пулă тытакансене курма пулать, çуллахи шăрăхра ача-пăча шыва кĕрсе савăнать. Кунта пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ, пĕр-пĕрин сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ, çĕнĕ хыпарсене сÿтсе яваççĕ, хăнана килекенсене ăшшăн кĕтсе илсе ырă кăмăлпа ăсатаççĕ.
Халĕ ял кунĕсене уявласси йăлана кĕрсе пырать. Районта нумай ялта шавлăн та хаваслăн иртрĕç уявсем. Çакă туссемпе, тăвансемпе, пĕр ял çыннисемпе тĕл пулса савăнмалли ырă сăлтав кăна мар, тăван енпе çыхăнăва упраса хăвармалли, ялти йăла-йĕрке çинчен аса илтермелли лайăх мел.
Июлĕн 28-мĕшĕнче Васильевка ялĕ 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Уява ял çыннисем, кунта çуралса ÿссе урăх çĕрте тĕпленнисем, хаклă хăнасем пуçтарăннă. Хăнасене ял пуçĕнче çăкăр-тăварпа тата чăваш сăрипе ялти сумлă ватă Анна Павлова тата хисеплĕ çын Александр Никитин кĕтсе илнĕ. Салам сăмахĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Краснов, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, Комсомольски ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Галина Волкова тухса калаçнă.
Ял кунĕнче пĕтĕмлетÿсем туса хисепе тивĕçлисене палăртнă. Чи хастаррисене Тав çырăвĕсем, Хисеп грамо- тисем парса чысланă. Галина Волкова ял çыннисене асăн- малăх футбол мечĕкĕ парнеленĕ.
Уяв программи пуян та анлă пулнă. Комсомольски ял поселенийĕнчи культура ĕçченĕсем ял çыннисене юрă-ташăпа савăк кăмăл парнеленĕ. Дубовка ял библиотеки çумĕнчи «Мастерица» ансамбль кăмăла каймалла, хаваслă такмаксемпе савăнтарнă. Кристина Андреева тата Лидия Карзакова çепĕç юрăсем шăрантарнă, Дубовкăри культура çурчĕн ача-пăча коллективĕ хăйĕн ташшипе тыткăнланă.
Урамра Васильевка ялĕнче пурăнакансен сăнÿкерчĕкĕсен куравĕпе паллашма май пулнă. Кунта паянхи сăнÿкерчĕксене çеç мар, ĕлĕкхисене те кĕртсе хăварнă. Çавăн пекех «Ăстасен хулинче» ялти ăстасем хăйсен алă ĕçĕсемпе паллаштарнă. Темĕн тĕрлĕ япала ăсталама та маçтăр вĕсем.
Вырăнти футбол уйĕнче спортăн çак тĕсне кăмăллакансем тупăшнă. Ачасем вара Клепа клоунпа тĕрлĕ вăйăсем выляса савăннă. Уява пуçтарăннă ял çыннисемпе хăнасем чăн чăваш апачĕсемпе сăйланнă, каçхине дискотекăра савăннă. Уяв питĕ хаваслă та асра юлмалла иртнĕ, ял çыннисемпе хăнасем кăмăллă юлнине пытарман.

Н.МЕДВЕДЕВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *