Чăваш Ене çулленех 200 пине яхăн турист килет. Шупашкарта иртнĕ «çавра сĕтелре» влаç тытăмĕнче тăрăшакансем туризм, общество организацийĕсен ертÿçисем, экскурсоводсем республикăра туризма мĕнлерех аталантармалли тавра калаçнă. Юлашки çулсенче пирĕн республикăна теплоходпа килекен туристсен йышĕ ÿсет. Çапах автобус суйлакансем ытларах. Çавна май Шупашкарта вĕсене илĕртмелли вырăнсене аталантарасшăн. Атăл çыранĕн çывăхĕнче, сăмахран, юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Юханшыв портĕнче чарăнакан туристсен унта йывăрлăхсемсĕр çитме май пур тесе шухăшлаççĕ. Чăваш Енре туризма епле аталантарасшăн-ха; Çĕнĕ турист маршручĕсем йĕркелесшĕн. Ку енĕпе ĕçлеме тытăннă та ĕнтĕ.