Курск çапăçăвне аса илсе

Курск çапăçăвне аса илсе

Мускаври Çĕнтерÿ музейĕ тата унăн регионсенчи партне-рĕсем «Курск çапăçăвĕн геройĕсене аса илер» интернет- акци йĕркеленĕ. Вăл августăн 23-мĕшĕччен пырать. Унта кашниех хутшăнма пулта- рать.
Социаллă сетьсенчи страницăсем çине Курск çапăçăвне хутшăннисем çинчен каланине тата салтакăн сăнÿкерчĕкне вырнаçтармалла. Вĕсем патне #КурскаяБитва_75, #ГероиКурскойБитвы тата #ТерриторияПобеды хэштегсем лартмалла.
Çак акцие Белгород, Вологда, Киров, Новгород, Оренбург облаçĕсенчи, Пушкăрт, Мари, Тутарстан республикисенчи, Красноярск крайĕнчи тата ытти регионсенчи вуншар музей хутшăннă.
Аса илтеретпĕр: Курск çапăçăвĕ — Аслă Отечественнăй вăрçăн чи пĕлтерĕшлĕ çапă- çăвĕсенчен пĕри. Вăл 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа августăн 23-мĕшĕччен иртнĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *