Четверг, 18 апреля

Спартакиадăра – виççĕмĕш

Спартакиадăра – виççĕмĕш

Шкул ачисен спортпа техника тата спортăн ĕçлев тĕсĕсемпе иртекен 14-мĕш спартакиадăн ăмăртăвĕсем вĕçленнĕ. Ачасем А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ кубокшăн тупăшнă.
2017—2018 вĕренÿ çулĕнче спартакиадăн республика тапхăрне 95 команда хутшăннă. Район тапхăрĕсенче вара пурĕ 2,9 пине яхăн шкул ачи тупăшнă. Спартакиадăра республика шайĕнче ачасем 8 енĕпе ăмăртнă: «Хут çĕлен» фестиваль, автомодель, авиамодель тата ракетомодель спорчĕ, карап ăсталасси, картинг, çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен тата çамрăк пушарнăйсен слечĕсем.
Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пĕрремĕш вырăна Муркаш районĕн команди, иккĕмĕш вырăна — Çĕнĕ Шупашкар хулин команди, виççĕмĕш вырăна Комсомольски районĕн команди тухнă. Кунта вара уйрăмах В.М. Салаев /Асанкасси вăтам шкулĕ/, В.П. Автономов /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Е.Г.Квасова /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/ педагогсен тÿпи пысăк. Çавăн пекех Туриада ăмăртăвĕнче эпир республикăра 8-мĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Çĕнĕ Мăрат, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсен çамрăк турисчĕсем маттур пулнă.
Н.МАКСИМОВ,
ачасене хушма пĕлÿ паракан районти центр директорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *