Пятница, 19 апреля

Пенси тытăмне улшăнусем кĕртесшĕн

Пенси тытăмне улшăнусем кĕртесшĕн

Июлĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ ларура РФ Патшалăх Думи пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проектне сÿтсе явнă. Документа йышăнассишĕн 327 депутат сасăланă, ăна хирĕç — 102, пĕр депутат сасăлассинчен тытăнса тăнă. Асăннă саккун проектне сÿтсе явма икĕ уйăх ытла вăхăт панă.
Аса илтеретпĕр: пенси тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн арçынсен пенси ÿсĕмне 65 çулччен /2028 çул тĕлне/, хĕрарăмсен пенси ÿсĕмне 63 çулччен /2034 çул тĕлне/ ÿстересшĕн. Пенси çулне ÿстерни чи малтанах 1959 çулта çуралнă арçынсемпе 1964 çулта çуралнă хĕрарăмсене пырса тивет. Вĕсем 2020 çулта 61 тата 56 çул тултарсан пенсие тухĕç.
Паянхи пенсионерсене çĕнĕ саккун пырса тивмест. Çав вăхăтра 2019 çултан пуçласа паянхи пенсионерсен çулталăкри тупăшĕ 12 пин тенкĕ ÿсет. Çакă кашнин пенсийĕ 1 пин тенкĕ ÿснипе çыхăннă.
Саккун проекчĕн иккĕмĕш тата виççĕмĕш вулавĕсем кĕркунне иртеççĕ. Раççейĕн 80 регионĕнче пенси тытăмне улшăнусем кĕртессине ырланă. Çав йышра Чăваш Ен те.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр çирĕм пĕрремĕш сессийĕнче пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассине хĕрÿ сÿтсе явнă.
«Хальхи вăхăтра чи пĕчĕк пенси 8 пине яхăн çеç. Тĕрĕссипе, унăн пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçинчен кая пулмалла мар. Çын тивĕçлĕ канăва кайсан, тивĕçлĕ пурăнассишĕн ĕçлет. Пирĕн пенси ÿсĕмĕнчи çынсен прависене хÿтĕлекен саккун проекчĕсене хатĕрлемелле», — тенĕ ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Вячеслав Рафинов.
Çĕршывра ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсен шучĕ те çулсерен чакса пырать. Маларахри çулсенче пĕр пенсионер пуçне 3,7 ĕçлекен çын тивнĕ пулсан, халĕ 2 çынран та сахалрах.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак саккунăн проектне хак парса ăна ырланине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, паян пенси ÿсĕмне ÿстермесен, малашне пенсионерсене тата бюджет ĕçченĕсене тÿлеме укçа-тенкĕ çитсе пымĕ. «Пирĕн тĕллев — пенсионерсене саккунпа çирĕплетнĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтересси. Урăхла пулма та пултараймасть», — уçнă вăл шухăшне.
Михаил Игнатьев республикăна пенси тăкакĕсене саплаштарма яланах дотацисем пани çине тимлĕх уйăрнă. Тĕслĕхрен, кăçалхи çул валли пенси укçи тÿлеме 57 миллиард тенкĕ кирлĕ. Вĕсенчен 20 миллиард тенкĕ республикăри предприятисемпе организацисенчен килет, 37 миллиард тенкĕ — федераци бюджетĕнчен.
РФ Президенчĕ Владимир Путин пенси тытăмне улшăнусем кĕртнине хăй тĕрĕслесе тăрать. Улшăнăва пурте пĕрле сÿтсе явнă хыççăн, граждансен шухăшне тĕпе хурса йышăнаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *