Маттур салтак

Маттур салтак

Мускаври Хĕрлĕ площадьре çулсерен майăн 9-мĕшĕнче иртекен Çар парадĕнче чăваш йĕкĕчĕсем пулни — пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк савăнăç. Мĕншĕн тесен çак парада Раççейри чи пултаруллă та хăюллă салтаксене анчах хутшăнтараççĕ. Çакăн евĕр хастарсенчен пĕри — Патăрьел районĕнчи Татмăшра çуралса ÿснĕ Денис Павлов.
2016 çулта каччă çара кайнă. Вăл Балти флотне лекнĕ. Калининград облаçĕнчи Черняховск хулинче службăра тăнă, ачалăхри ĕмĕчĕ пурнăçланнă.
Вăл июлĕн 29-мĕшĕнче Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче Санкт-Петербургра карапсен парадне хутшăнма тивĕç пулнă. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн командовани Дениса медаль парса чысланă. Каччă Мускавра иртнĕ парада та икĕ хутчен хутшăннă. Салтак кăкăрĕ çинче халĕ «За участие в параде» медаль ялтăртатать.
Йĕкĕт Каçалсемшĕн те ют мар. Унăн амăшĕ, Ирина Гурьевна, Йăлмахва ялĕнче кун çути курнă. Сăмах май, Иринăпа Виктор виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Денис çемьере — кĕçĕнни.
Хальхи вăхăтра Денис Çурçĕр тинĕс-çар флотĕнче контракт мелĕпе службăра тăрать.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *