Вторник, 10 декабря

Асран кайми çулсем

Асран кайми çулсем

Нумаях пулмасть районти ача-пăча библиотеки уçăлнăранпа 65 çул çитнине хаваслăн паллă турăмăр. Ултă теçетке ытла çул вăл сахал та мар, нумай та мар.
Библиотекăра 35 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă май, пуçра аса-илÿ çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ…
1953 çулта библиотека йывăç çуртра уçăлнă. Малтан ку çуртра ДОСААФ организацийĕ пулнă. Хальхи вăхăтра «1000 мелочей» магазин ĕçлет. Библиотекăн пĕрремĕш ертÿçи Людмила Александрова пулнă. Библиотекарьте Валентина Урусова тăрăшнă, 1958—1983 çулсенче ертÿçĕ тилхепине Валентина Терентьевна тытса пынă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра библиотекăра Ф.И.Иванова, В.П.Петрова, А.А.Зайцева, С.П. Теплова /Кисапова/, Г.П.Скворцова, В.С. Юманова тăрăшнă.
1975 çулта ача-пăча библиотеки халăх сучĕ пулнă кивĕ çурта куçать /хальхи хăна çурчĕ вырăнĕ/.
1982 çулта, августăн 2-мĕшĕнче, эпĕ ача-пăча библиотекине ĕçе кÿлĕннине паянхи пек астăватăп. Ун чухне ертÿçĕре Людмила Васильевна Устинова ĕçлетчĕ. В.А.Мартынова, Ф.А.Сереброва тата эпĕ килĕштерсе тăрăшаттăмăр. Ача-пăча библиотеки 1—8-мĕш классен ачисене кĕнекепе тивĕçтеретчĕ.
1983 çулхи кĕркунне библиотекăн çĕнĕ çуртне куçрăмăр /чиркĕве хирĕç/ вырнаçнăччĕ вăл. Ачасемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттереттĕмĕр. Вулакансен конференцийĕсене, кĕнекесен тишкерĕвĕсене, литературăри геройсен карнавалĕсене, мероприятисене ачасем хаваспах хутшăнатчĕç.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче «Колос» пионер лагерĕнче канакан ачасем патне кĕнекесемпе çÿреттĕмĕр, мероприятисем йĕркелесе ирттереттĕмĕр.Библиотекăра ку вăхăтра телевизор, диапроектор пулнă. Уроксем хыççăн ачасем диапроекторпа тĕрлĕрен юмахсем пăхатчĕç. Ун хыççăн ăна сÿтсе яваттăмăр. Чĕрчунсем, кайăксем çинчен ÿкернĕ диафильмсене пăхма юрататчĕç. «Кто в лесу живет, что в лесу растет?» ятлă викторинăра тупăшатчĕç.
1983 çул варринче Г.М.Юдина ертÿçĕре тăрăшрĕ. Н.А.Ижеева, Л.Н.Морозова, Л.В.Долгова /Гаврилова/, Е.Шурбина библиотекарьсем ачасемпе килĕштерсе ĕçлерĕç.
1984 çулта библиотека ертÿçин тилхепине мана шанса пачĕç. С.П.Кисапова методист ачасемпе ирттермелли мероприятисен сценарисене çыратчĕ, вăлах ертсе пыратчĕ. Ун чухне вулавăш ĕçченĕсемпе шкул библиотекарĕсем пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ, семинарсем сахал мар ирттернĕ.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен Комсомольски вăтам шкулĕн библиотекарĕпе Р.Н.Свистуновăпа пĕрле «Картотека по 100 про-центному охвату и систематическому чтению учащихся» тĕрĕслесе, сводкине республикăри ача-пăча библиотекине ярса параттăмăр. «Школа правовых знаний» ĕçленĕрен, меро-приятисене вырăнта тата шкула кайса милици ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркелеттĕмĕр. Преступлени çулĕ çине тăма пуçланă ачасене шута илсе, картотека туса хураттăмăр, кашнийĕшĕнпе уйрăм калаçусем ирттереттĕмĕр.
Çавăн пекех «Почемучка» клуб ĕçленине те чылайăшĕ ас тăватех. Тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркеленĕ, ачасене алă ĕçĕ тума вĕрентеттĕмĕр. Вĕсем республикăри ача-пăча библиотеки ирттерекен куравра пĕрре кăна мар пулнă.
1987 çулхи ноябрьте мана район библиотекин комплектовани уйрăмне ертсе пыма шанчĕç. Ун чухне Валентина Боровкова ача-пăча библиотекин ертÿçиччĕ.
1989 çулта вулавăша ертсе пыма Т.Н.Муравьевăна шанчĕç. Ун хыççăн Л.А.Мукшина ĕçлерĕ.
1992 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне хута ячĕç. Ача-пăча библиотеки пĕрремĕш хутра вырнаçрĕ. Çĕнĕ библиотека уçăлни вулакансемшĕн те, унта ĕçлекенсемшĕн те питĕ хумхануллă самант пулчĕ. 1997—2003 çулсенче ача-пăча библиотекине В.Т.Яковлева ертсе пычĕ. 2004 çулта модельлĕ вулавăш турĕç. Çавна май компьютер илсе çитерчĕç. Тĕрлĕрен базăсем те тума пуçларĕç ĕçченсем. 2003—2014 çулсенче ача-пăча библиотекин ертÿçинче Г.М.Зайнуллина ĕçлерĕ. Унпа пĕрле Е.П.Прокопьева, Л.Ф.Мингалиева тăрăшрĕç.
2014 çултанпа ача-пăча библиотекин ертÿçи — Е.П.Прокопьева, унпа пĕрле И.В.Крылова библиотекарь тăрăшать. Елена Петровнăн ĕç стажĕ 34 çул, çак вăхăтра вăл пуян опыт пухма ĕлкĕрнĕ.
Библиотека ĕçĕ паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тĕпе хурса малалла тăсăлать. Кĕнекесен шучĕ 11 пин ытла, электронлă изданисем 200 экземпляр, 30 тĕрлĕ хаçат-журнал. Интернетпа усă курса ачасен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Библиотекарьсем республика шайĕнче çулсерен иртекен конкурссене хутшăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар.
Ачасен чи юратнă уявĕ — «Ача-пăча кĕнекин эрни». Çак вăхăтра тĕрлĕрен викторинăсем, конкурссем, кĕнекери геройсемпе театрализациленĕ сценкăсем нумай иртеççĕ, вĕренекенсем те унта хаваспах хутшăнаççĕ.
Ача-пăча библиотекинче «Ылтăн уçă» кĕнеке театрĕ, «Мастерицы» клуб ĕçлет. Вĕсем ачасене хăйсен таланчĕсене уçма, пурнăçра кирлĕ опыт пухма пулăшаççĕ. Кĕнеке — ачасен чи çывăх тусĕ пултăр!
Юлашкинчен вара çапла калас килет: «Пурăн, библиотека, савăнтар ача-пăчана».
М.МОКЕЕВА,
библиотека ĕçĕн ветеранĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *