Пятница, 26 апреля

Ĕçпе тивĕçтереççĕ

Паян аслă ÿсĕмрисем хушшинче, çамрăксемпе танлаштарсан, ĕçсĕррисем сахалтарах. Çав вăхăтрах пĕрремĕшсене ĕçе вырнаçма, чăн та, çăмăлах мар.
Комсомольскинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçче-нĕсем пенси çулне çывхаракан граждансемпе тĕлпулу ирттереççĕ. Аслă ăрурисемпе учрежденире тăтăшах консультацисем йĕркелеççĕ, вĕренме яраççĕ, вĕсене ваканси ярмăрккисене йыхравлаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пенси çулне çывхаракан 14 çын тата пенси çулĕнчи 2 çын ĕç шыраса килнĕ, вĕсенчен пенси çулне çывхарса пыракан 12 çынна тата 2 пенсионера ĕçе вырнаçтарнă.
Тĕплĕнрех 8/83539/5-13-79 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Е.ЖУКОВА,
директор.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *