ГТО нормативĕсене пурнăçланă

ГТО нормативĕсене пурнăçланă

Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕсен специалисчĕсем хăйсем спортпа туслине июлĕн 20-мĕшĕнче тепĕр хут çирĕплетрĕç. Хастарсем çак кун ГТО нормативĕсене пурнăçларĕç.
— 60 метра тата 2 километра чупса тупăшрăмăр, палăртнă ытти ĕçсене те тÿрремĕнех пурнăçларăмăр. Вăхăт хаваслă, çав вăхăтрах усăллă иртрĕ. Чупса тарланă хыççăн 50 метр дистанцие ишсе тупăшрăмăр, ÿт-пĕве кантартăмăр, — теççĕ пултаруллă ĕçченсем йăл кулса.
Вĕсем ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине çирĕплетни çинче чарăнманнине, малалла та спортпа туслă пулассине палăртрĕç.
Ытти организацисемпе предприяти специалисчĕсене те ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр пулнине çирĕплетсе нормативсене пурнăçлама сĕнетпĕр. Спортпа туслашни сывлăха çирĕплетет!
П.ПОРЯДКОВ,
«Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *