«Çакă сирĕн ĕçĕрсене, эсир çынсене, пирĕн ахаль граждансене пулăшнине тата пирĕн çĕршывăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине хаклани пулĕ. Ку сирĕн çулталăк пулĕ. Çĕршывăн пĕтĕм гражданĕн кăмăл çирĕплĕхĕ, вăй-халĕ, ырă кăмăллăхĕ Раççейĕн тĕп вăйĕ пулса тăрать», — тенĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 çул Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулнине пĕлтерсе.
Ырă ĕç ырăпа таврăнать тесе ахальтен каламан ваттисем. Вăл чăннипех те çапла, кун пирки пуçаруллă çынсем те пĕрре кăна мар çирĕплетеççĕ. Акă сăмахран, Элпуç ялĕнче пурăнакансенех илер-ха. Кунта тĕпленнисем нумайăн мар пулин те, ĕçе пур йышпа пурнăçлама хăнăхнă. Нумаях пулмасть çеç Элпуçĕнче пурăнакансем ял масарĕн картине улăштарнă.
— Çулсерен Çимĕк умĕн масара тирпейлессине йăлана кĕртнĕ. Çак ĕçе кашниех хутшăнать. Масар картине улăштарас пирки те чылайранпа калаçнă. Кăçал вара ĕçе пурнăçлама вăй çитертĕмĕр. Ялта пурăнакан кашни çын çак ĕçе хутшăнчĕ. Пурне те тавах, — паллаштарчĕ пурнăçланă ĕçпе Николай Зайцев.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх пысăк ĕçе чăннипех те маттур çынсем пуçаруллă пулнăран пурнăçлама май килнĕ. Сĕнĕве «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров, Элпуç ял тăрăхĕн депутачĕ Светлана Долгова, ял старости Геннадий Прохоров ырласа йышăннă. Вĕсемех ял çыннисемпе калаçса, пĕр шухăшлă пулса ырă ĕçе пуçăннă. Укçа-тенкине кашни килтен пуçтарнă, унпа пĕрлех ĕçе вара пурте пĕрле нимелле пурнăçланă. Тĕслĕхрен, Алексей Алексеев, Сергей Прохоров килти хуçалăхри тракторĕсемпех ĕçлеме тухнă. Долговсем: Светлана, Павел, Максим, Гончаровсем: Вячеслав, Александр, Алексей, Сергей çемйипех масар картине тирпейлеме хутшăннă. «Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать», — тенĕ ваттисем. Çак ĕçре йышпа тăрăшни ĕçе икĕ кунта вĕçлеме май панă.
— Ял çыннисем чăннипех те маттур. Акă, Светлана Долгова депутат тăрăшнипех Элпуçĕнчи пĕве хĕрринчи пухăннă ăпăр-тапăра мотоблок тележкипех тиесе тухрăмăр. Пурăнакан вырăнта тирпейлĕ, таса, илемлĕ пулни хамăршăнах лайăх-çке. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлесессĕн вара пысăк ĕçе те наччасрах пурнăçлама пулать, — пĕтĕмлетрĕ Николай Зайцев.
Çынсем ялти пĕрлехи ĕçе хутшăнни чăннипех те савăнтарать. Ытти ял тăрăхĕсенче те çакăн пек маттур ĕçлекенсем пурринче иккĕленÿ çук, паллах. Эсир мĕнле ĕçлетĕр тата мĕн тăватăр? Çырса пĕлтерĕр е шăнкăравлăр!
А.ЕФРЕМОВА.