Кайăк-кĕшĕк грипĕ – мĕн вăл?

Кайăк-кĕшĕк грипĕ – мĕн вăл?

Кайăк-кĕшĕк грипĕ ытларах чухне кайăксемпе чĕрчунсене ерет. Ку амакпа çынсем сайра хутра чирлеççĕ. Анчах та вăл ерсен
çын вилес хăрушлăх питĕ пысăк.
Ытларах чухне çак чирпе шывра ишекен кайăксем — хурсем тата кăвакалсем — чирлеççĕ. Грипп вĕçен кайăксем кăнтăра вĕçнĕ е каялла килнĕ чухне уйрăмах хăрушă, мĕншĕн тесен вĕçекен кайăксем килти кайăк-кĕшĕке чир ертме пултараççĕ. Кайăк-кĕшĕк грипĕ час-часах улшăнать, çавна май пирĕн иммунитет ăна хăнăхса ĕлкĕреймест. Унсăр пуçне вăл кайăкран кайăка питĕ хăвăрт ерет, вилĕм патне илсе çитерет.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна ернĕ тĕслĕхсене чи малтан 1997 çулта çирĕплетнĕ. Ун чухне Гонконгра 18 чирленĕ çынран 9-шĕ пурнăçран уйрăлнă. 2003, 2004 çулсенче ку вирус Европăри тата Африкăри кайăк-кĕшĕке те ернĕ, тата та хăрушăрах пулса кайнă: вăл хăвăртрах ерет, кайăксенчен çынна та лекме пултарать, унпа ытларах чухне ачасем чирлеççĕ, вăл мĕнле сарăлни паллă мар.
Çынна кайăк-кĕшĕк грипĕ ернине мĕнле пĕлмелле-ха? Ÿт температури 38 е ытларах градуса çити хăпарать, пуç тата шăм-шак ыратать, вăй пĕтет. Хăш-пĕр тĕслĕхсенче чирлĕ çыннăн ăш пăтраннине, хăстарнине, варвиттие кайнине, хырăм е кăкăр тĕлĕнче ыратнине, сăмсаран е шăл тунисенчен юн кайнине çирĕплетнĕ. Чирĕн 5-мĕш кунхине çыннăн сасси хăрăлтатма пуçлать, чирлĕ çын йывăррăн сывлать.
Çынна вирус ертме пултаракансем — чирленĕ чĕрĕ е вилĕ килти кайăк-кĕшĕк. Çавăнпа та килти кайăксем вилсен ветеринари службине пĕлтермелле. Юлашки çулсенче вирус кушаксене, йытăсене тата сыснасене те ернине тупса палăртнă. Чи кирли — чирлĕ кайăк-кĕшĕк тата чĕр-чун патне çывăха пымалла мар, мĕншĕн тесен кайăк-кĕшĕк грипĕ питĕ хăвăрт ерет.
И.КОРНИЛОВА,
фельдшер.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *